Ĕçне пĕлеççĕ, чунĕсем уçă
Эпĕ, Григорий Егорович Егоров, Çитмĕш ял çынни, 1931 çулта çуралнă. Учитель ĕçĕнче 47 çул ĕçлесе пенсие тухрăм, педагогика ĕçĕн тата Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ.
20 çул ытла чĕре чирĕпе чирлетĕп. Манăн сывлăха Вăрмар районĕнчи тата Шупашкарти чĕре чирĕпе кĕрешекен врачсем тăрăшнипе эпĕ хама халĕ те (80 çула çитрĕм пулин те) аван туятăп. Мана районти больницăра ĕçлекен Татьяна Валентиновна Петрова терапевт хăйĕн ĕçне аван пĕлни савăнтарать. (Унăн аппăшĕ Ольга Валентиновна та больницăра терапевт пулса ĕçлет). Вăл чирлĕ çынсене эмелсемпе пĕлсе тата хăш вăхăтра ĕçмеллине тĕплĕн вĕрентет. Кун йĕркинче ытларах уçă сывлăшра пулма, тĕрлĕрен хусканусем пулсан сывлăх çирĕпленесси çинчен шантарать. Эпĕ куллен ирхине 3-4 çухрăм çуран утса çÿретĕп, ялан зарядка тăватăп. Уçă сывлăшра ытларах пулни, куллен утса çÿрени тата физзарядка тĕрлĕрен эмелсем сахалтарах ĕçме пулăшать. Татьяна Валентиновна ашшĕ - Валентин Макарович Московкин Вăрмар районĕнчи больницăра шăл врачĕнче ĕçлесе пенсие тухнă. В.Московкин Хусанти мединститута вĕренме кĕриччен район больницинче рентгенолог пулса ĕçленĕ. Институт пĕтерсен район больницинче шăл врачĕнче пенсие тухичченех ĕçленĕ. Валентин Макарович Куславкка районĕнчи Чашлама ялĕнче çуралнă. Унăн арăмĕ Мария Ивановна район больницинче шăл врачĕнче ĕçленĕ, пенсие тухнă хыççăн Чашлама ялĕнче килте пахча çимĕç ÿстернĕ, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Валентин Макарович çемйи çинчен ялта тата Вăрмар районĕнчи çынсем ялан ырăпа асăнаççĕ, вĕсене пурте хисеплеççĕ. Ачисене хăйсем пекех яваплăха туйма, медицина наукине тĕплĕн пĕлсе ĕçлеме вĕрентсе ÿстернĕ.