Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Çунатлисем» Вăрмарта та пур

Космонавтика Кунĕ умĕн Çĕнĕ Шупашкарти 13-мĕш номерлĕ вăтам шкулта хупă çуртсенчи авиамодель спорчĕ енĕпе Чăваш Республикинче мала тухассипе ăмăрту пулнă. Вăл шкулсенче вĕренекен ачасен çарпа техникăн çиччĕмĕш Спартакиади шучĕпе иртнĕ.

Çивĕч кĕрешÿре Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 6 а класра вĕренекен, ачасен районти пултарулăх çуртĕнчи авиамодель кружокне çÿрекен Дмитрий Михайлов (кружок ертÿçи асăннă шкулта ÿнерпе технологи предмечĕсене вĕрентекен В.Шапеев) К-550 вĕçекен модельсен категорийĕнче 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Спортăн çак енĕпе хальччен пирĕн шкул ачисем кун пек пысăк çитĕнÿ тăвайманччĕ-ха. Çитĕнÿпе çамрăка та, унăн вĕрентекенне те Л.Петрова директор та ăшшăн саламланă. Пĕтĕм Раççейри Космонавтика çулĕнче тунă çитĕнÿ Вăрмар çĕрĕ çинче те çунатлисем, тÿпене ăнтăлакансем, вĕсене тивĕçлĕ шайра вĕрентсе пыракансем пурри çинчен калать. Эппин, пурăна киле, пирĕн районтан та космонавтсем тухас шанăç пур.



12 апреля 2011
00:00
Поделиться