Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Ăçта пĕрлĕх – унта вăй», –

терĕ Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов районти Культура çуртĕнче Вăрмар поселокĕнче пурăнакан халăхпа тĕл пулнă вăхăтра. Малтанах бюджетри укçа-тенкĕне ăçта, хăçан, мĕн чухлĕ тăкакланине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Вăл каланинчен хула тăрăхĕн администрацийĕ район администрацийĕпе тата вырăнти депутатсемпе, халăхпа таччăн ĕçлени палăрчĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче-и е сывлăх сыхлавĕнче, культура, спорт, çыхăну, промышленноç предприятийĕнче, вак тата вăтам бизнесра, суту-илÿ сферинче тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттернĕ çĕрте Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем тăтăшах хутшăнаççĕ, курăмлă ĕçсем пурнăçлаççĕ. Поселок территорине тирпей-илем кÿртес ĕç вара хĕлĕн-çăвĕн пырать. Хальхи вăхăтра харпăр-хăй килĕсенчен урама тухса тăкнă çÿп-çап куписем юр айĕнчен кăмпа пекех шăтса тухма пуçларĕç, вĕсене те тасатсах пыраççĕ. Çитес вăхăтра ку ĕçсене хăш урамĕнче пурнăçлассине те пĕлтерчĕ В.Иванов. Сахал тупăшлă тата çамрăк çемьесене, вăрçă участникĕсене май килнĕ таран пулăшу кÿресси пирки те чарăнса тăчĕ вăл.

Кашни çыннăнах выльăх-чĕрлĕх те усрас килет, йытти те кирлĕ пулĕ. Анчах та вĕсене усрас пулсан ытти çынсене чăрмантарасран асăрханмалла, ирĕкре çÿреттермелле мар. Çакăн çинчен те аса илмесĕр хăвармарĕ Валерий Александрович.

Çын тĕрлĕрен инкеке лексен е пĕри теприне тĕрлĕ енлĕ пусмăрласа пурăнать пулсан, е виççĕмĕшĕн ачи тÿрĕ çултан пăрăнса кайнă - пурне те вăхăтра пулăшу кÿреççĕ Вăрмар хула тăрăх администрацийĕнчисем.

Урамсенчи тарасасене те черетпе тасатса, юсасах тăраççĕ, çĕнĕрен шыв колонкисем лартассипе те ĕçлеççĕ.

Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата унăн заместителĕсем Ю.Соколовпа А.Тихонов, пай начальникĕсем хутшăннă. Хула тăрăх администрацийĕн ĕçне пĕтĕмлетсе К.Никитин сăмах тухса каларĕ. «Район, Вăрмар поселокĕ малаллах ăнтăлать, апла пулсан умра çитĕнÿсем пулаççех», - терĕ Константин Владимирович малашлăх пирки калаçнă май. Юлашкинчен концерт пулчĕ.



12 апреля 2011
00:00
Поделиться