Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăнлăх тавлашура çуралать

Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 5-мĕш созыври 6-мĕш ларăвне Пуху председателĕ, район пуçлăхĕ В.Павлов уçса ертсе пычĕ, унăн ĕçне райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин хутшăнчĕ.

Тÿрех палăртса хăвармалла - лару питĕ ĕçлĕ те конструктивлă лару-тăрура иртрĕ. Кун йĕркине çирĕплетнĕ чухнех депутатсем хăйсен чылай шухăшне пĕлтерчĕç, 9 ыйту пăхса тухма килĕшрĕç. «Вăрмар районĕн 2010 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен калакан отчета çирĕплетесси» тата «Вăрмар районĕн 2011 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен» ыйтусемпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова тухса калаçрĕ. Отчета та, бюджетри улшăнусене те депутатсем пĕр сасăллă пулса йышăнчĕç. Апла пулмасăр, иккĕмĕш ыйтăва çутатнă чухне Альбина Васильевна кăçал район бюджетне хушма укçа килнĕ май, унăн калăпăшĕ ÿснине пĕлтерчĕ. Ун хыççăн райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов районти ача-сачĕсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, апат-çимĕç хакĕсем ÿснĕ май, ачасене тутлă та кирлĕ чухлĕ калориллĕ апат çитерес тесен ашшĕ-амăшĕсем ача пуçне тÿлекен уйăхри взнос шайне 700-900 тенкĕ таран çитерме кирлине каларĕ. Кун пирки депутатсем чылай ыйту пачĕç, юлашкинчен йышăнчĕç.

Ун хыççăнхи ыйтусем муниципаллă пурлăха приватизаци тăвасси, çурт-йĕрпе коммуналлă тарифсене улшăнусем кĕртесси тавра пулчĕç. Районти хăш-пĕр çемьесемпе уйрăм ĕçчене республика наградисем парасси пирки çĕкленĕ ыйту нумай тавлашу çуратрĕ. Кашниех хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Ытларах сасăпа хăш-пĕр наградăна парасси пирки тăхтаса тăма йышăнчĕç.

Пухăвăн ĕçне райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин вĕçлерĕ. Вăл депутатсене активлă пулнăшăн тав турĕ, унтан райадминистрацинчи кадр улшăнăвĕсем çинчен пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕпе А.Тихоновпа, райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕпе - ял хуçалăхĕпе экологи, çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Д.Ивановпа, юридици пайĕн М.Степанова тĕп специалист-экспертпа паллаштарчĕ.

Çывăхри тĕп тĕллевсенчен пĕри çур акине вăхăтра та çÿллĕ шайра ирттересси пулнине палăртнă май, Константин Владимирович вăрлăх хатĕрлес, çĕнĕ техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсене туянас ыйтусене çĕклерĕ. Виçĕ уйăх хушшинче мĕн чухлĕ ял хуçалăх продукцийĕ туса илнипе паллаштарчĕ.



12 апреля 2011
00:00
Поделиться