Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа пĕрле ĕçлетпĕр

«Поддержка» патшалăх страховани компанийĕ аталанса кайни 18 çул ытла иртрĕ ĕнтĕ. Устав капиталĕн 34,36 проценчĕ – Чăваш Республикин Правительствин пайĕ. Юлашки вăхăтра çак патшалăх страховани компанийĕ республикăри страховани рынокĕнче лайăх ĕçлекен, аталанса пыракан компанисенчен пĕри. Республикăра пурăнакансенчен нумайăшĕ пирĕн компание суйласа илсе, пире шанса страхлакан пулчĕç. Компани страхлакан клиентсемпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн, малтисен ретĕнче пулнишĕн, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пынăшăн тĕрлĕрен наградăсене тивĕçнĕ: «Золотая корона качества» (2004 ç.), «Платиновая звезда за качество» (2005ç.), «Эра качества» (2007ç.).

Вăрмар районĕнче пирĕн компани урлă страхлакансен йышĕ ÿссе пыни курăнать. Пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан страховани килĕшĕвĕ тăвасси 1,5 хут ÿсрĕ. Мĕншĕн тесен страхлакансем умĕнче компани хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçласа пырать, пахалăхлă тата анлă страховани пулăшăвĕ кÿрет, граждансен тĕрлĕ категорийĕсемпе ĕçлеме тăрăшать, вĕсен ыйтăвĕсене татса парать. «Поддержка» патшалăх страховани компанийĕ ватă çынсене тата сахал тупăшлă çемьесене ăнланса, пулăшса пыни курăнать.

Пирĕн тĕп тĕллев вăл - ялта пурăнакансене тата çĕр çинче вăй хуракансене хÿтĕлесси, пулăшасси. Çав хушăрах страхлакансен йышне çирĕплетесси, кашни ялтах вĕсен йышне ÿстересси. Пуçаруллă хастарсен йышĕ ÿссех пырать. Вĕсенчен пĕри Пысăк Енккасси ял тăрăхĕпе ĕçлекен И.Ефимова страхлакан агент. Унăн яланхи клиентсен бази упранса юлни кăна мар, ÿссе пыни курăнать. Лайăх ĕçленĕшĕн, пысăк калăпăшсемпе страхланăшăн ăна темиçе хутчен те «Поддержка» патшалăх страховани компанийĕн генеральнăй директорĕ З.Воробьева тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе, вымпелсемпе тата хаклă парнесемпе тав тунă. Энтрияль ял тăрăхĕпе ĕçлекен Н.Павлова страхлакан агент та унран кая юлмасть. Çавăн пекех Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ пулнă.

Страховани килĕшĕвĕ тунă чухне агентсем кашни клиентпа уйрăммăн ĕçлеме тăрăшаççĕ, вĕсене тĕрлĕ инкекрен хÿтлĕхе илесси, килти выльăхсене тата транспорт хатĕрĕсене страхласси çинчен ăнлантарса параççĕ. Страхлакансен тĕрлĕ категорийĕ, çав шутра сахал тупăшлă çемьесем те, юлашки çулсенче анлă сарăлнă ятарлă страховани тĕсĕсемпе усă кураççĕ: «Манăн çемье», «Пенсионерсемшĕн тăрăшса», «Ятарлă», «Ачасемшĕн тăрăшса», «Каникул», «Юратнă кил-çурт», «Ырă кÿршĕсем», «Дача тапхăрĕ», «Уяв валли». Страховани тĕсĕсен ячĕсем хăйсем çинчен хăйсемех калаççĕ ĕнтĕ.

Пирĕн страховани компанийĕ кÿрекен нумай енлĕ пулăшăвĕ çинчен эпир малашне те пĕлтерсех тăрăпăр.

Эпир халăха йÿнĕ тариф ставкисем урлă шанчăклă хÿтлĕхпе тивĕçтеретпĕр. Пурлăха вут-çулăмран тата ытти инкек-синкекрен хÿтĕлесси пирки асăрхаттаратпăр.

Паянхи куна илсен, пирĕн компани урлă страхланнă инкек тÿснĕ çынсем пĕри те саплаштару укçисĕр тăрса юлман. Вĕсене кĕске вăхăтрах çак укçана парса татнă.

Хальхи вăхăтра «Поддержка» патшалăх страховани компанийĕн Вăрмарти представительствинче 22 страхлакан агент ĕçлет. Хамăрăн ĕç-хĕле малалла та аталантарас, ялсенче страхлассине анлăлатас тĕллевпе ял тăрăхĕсенче пурăнакансенчен страхлакан агентсене ĕçе илетпĕр. Паянхи куна «Поддержка» патшалăх страховани компани районта пурăнакан 20 яхăн çынна ĕçе илме хатĕр.

Шанчăклă тата ăнăçлă ĕçлекен страховани компанийĕнче ĕçлеме кăмăл тăвакан хастар, хăйсене шанакан, страховани ĕçĕнче вăй хума хатĕр çынсене йыхравлатпăр. Вĕрентÿ тата ăсталăха ÿстересси тÿлевсĕр.

«Поддержка» патшалăх страховани компанийĕн Вăрмарти представительстви район шайĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятисенче спонсор пулса пулăшать. Вĕсенчен çаксене палăртмалла. Кĕтеснерте иртнĕ волейбол вăййине хутшăннă командăна парнесемпе чысланă, шахматпа выляссипе районти чемпионатра хутшăннă, 1-3 вырăнсене йышăннă, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2011», пăшалтан перессипе иртнĕ ăмăртусене хутшăннă, Вăрмарта, Кавалта иртнĕ «Хĕле ăсатни» мероприятире лашасен хуçисене парнесемпе чысланă. Кирек епле ыйтупа та сире çак адреспа килме ыйтатпăр : Вăрмар поселокĕ, Октябрь урамĕ, 5 çурт. Тел.:2-36-52, 8-917-077-48-21.



12 апреля 2011
00:00
Поделиться