Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йыш пĕчĕкленни яваплăхпа ĕç калăпăшне чакармасть

Паянхи кун районти ШĔП сотрудникĕсем «Полици çинчен» саккуна тарăннăн тĕпчеççĕ-ха. Кĕçех вĕсен ятарлă тĕрĕслев витĕр тухмалла. Аттестаци вăхăтĕнче вара шăпах иртнĕ çулхи тата кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсене шута илеççĕ. 2011 çулхи пĕрремĕш квартала еплерех ирттерсе янине сÿтсе явас тĕллевпе районти шалти ĕçсен пайĕнче канашлу иртрĕ. ЧР Шалти ĕçсен министерствинчен кунта пурлăхпа техника тата хуçалăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен пайĕн начальникĕн заместителĕ А.Прокопьев та хутшăннă. Сотрудниксен аттестацирен шикленмелле маррине каларĕ.

Çитес çул тĕлне хăшĕ-пĕрисемпе сыв пуллашма тивет, вĕсен шутĕнче чи малтанах пенсионерсем. Ĕç калăпăшĕ пысăкланать, çав вăхăтрах реформăсем кÿрекен социаллă гарантисем 2012 çултан тин пулаççĕ. Хăйне майлă «куçăм тапхăрĕ» пырать халĕ йĕрке хуралĕнче.

Январь-март уйăхĕсенче преступлени тăвасси пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пĕр шайрах пулнă. Пурĕ 47 преступлени регистрациленĕ (иртнĕ çул та – 47), вĕсен 90,9 процентне уçса палăртнă. Криминаллă милици енĕпе преступленисем 47,1 процент чухлĕ ÿснĕ, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе вара чакнă (30 преступленирен 22 таран). Уйрăмах йывăр преступленисем – 0, йывăр преступленисем – 12 (иртнĕ çул 11), вăтам йывăрăшшисем – 8 (пĕлтĕр 10), пысăках мар йывăрăшшисем 27 ( пĕлтĕр 26) пулнă.

Оперативлă служба ĕçне вăй нумай концентрациленипе районти ШĔП лайăх кăтартусемпе те палăрчĕ. Пĕтĕмĕшле преступленисене уçса палăртасси 3, криминаллă милици енĕпе преступленисене тупса палăртасси 13,1, вăтам йывăрăш преступленисене уçса палăртасси 23,3, ют пурлăха вăрлакансене тăрă шыв çине кăларассипе 2,3 процент ÿснĕ. Район территорийĕнче çынна вĕлернĕ, мăшкăлланă, уйрăмах йывăр преступленисем туни пулман.

2011 çулхи пĕрремĕш кварталта дежурнăй чаçре 84 преступлени регистрациленĕ (иртнĕ çул 66), вĕсенчен 80-не уçса палăртнă. Çак вăхăт хушшинче Вăрмар районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче 3 преступнике шырава панă, пурне те тупнă. Анчах та иртнĕ çул шырава тăратнă 3 преступникрен пĕрне те тупса палăртайман.

ШĔП участокри уполномоченнăйсен ĕçĕ те ансат мар. Çак служба пĕрремĕш кварталта граждансен 233 заявленипе пĕлтерĕвĕсене пăхса тухнă (иртнĕ çулхи тапхăрта – 147). Статистика кăтартăвĕсем тăрăх Вăрмар поселокĕ тата Энĕшпуç ял тăрăхĕ чи криминаллă вырăнсем. А.Софронов, С.Васильев участокри уполномоченнăйсен ĕçне лайăхпа палăртмалла. Вĕсем чи нумай материал пăхса тухнă. Участокри уполномоченнăйсен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тачăрах çыхăнса ĕçлемелле, ăнăçсăр çемьесене куçран вĕçертмелле мар.

Çул çитмен çамрăксем 1 преступлени тунă. Иртнĕ çул пĕрре те пулман. Çул çитмен ачасен комиссийĕнче учетра 32 çамрăк. Вĕсенчен 3-шĕ условнăй майпа айăпланнăскерсем, 24-шĕ шкулта, 5-шĕ училищĕре вĕренекенсем. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсен час-часах, ытларах эрне кун, шăмат кун, рейдсем ирттермелле, ачасен канăвне тĕрĕслемелле.

Алкоголь продукцийĕпе саккуна пăсса усă курнă тĕлĕшпе 8 административлă протокол йĕркеленĕ (пĕлтĕр – 8), пурĕ 35000 тенкĕлĕх штрафланă, çавăн пекех 5 уголовлă ĕç пуçарнă.



12 апреля 2011
00:00
Поделиться