Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йышĕ ÿссех пырать

Юлашки çулсенче пирĕн районта ачасен йышĕ ÿссе пыни куçкĕрет. Райадминистрацин ЗАГС пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул пурĕ 274 ача çуралнă. Çав шутран Арапуç ял тăрăхĕнче 28 ача кун çути курнă.

2009 çулта та пепкесен шучĕ çак цифрăпах танлашнă. Ачасен шучĕ ÿссе пынине шута илсе Арапуç ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти «Теремок» ача садĕнче тепĕр ушкăн уçма палăртрĕ. Унччен маларах кунта «Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр» республикăри патшалăх учрежденийĕ вырнаçнă пулнă. Вăл вара кăçал Аслă Чакри унччен ача сачĕ пулнă вырăна куçрĕ. Хальхи вăхăтра «Теремок» ача садĕнче кĕçĕннисен иккĕмĕш ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Унта пурĕ 20 ача çÿрет. Вĕсене Наталья Юрьевна Спиридонова тата Надежда Васильевна Васильева воспитательсем пăхса тăраççĕ. Паянхи куна ача садне пурĕ 70 ача çÿрет.

«Теремок» ача сачĕ экологи енĕпе ĕçлет. Кашни ушкăнрах чĕр чунсен кĕтесĕ пур. Ачасем вĕсене мĕн пĕчĕкрен юратма вĕренсе ÿсеççĕ, хăйсемех апатлантараççĕ.Çавăн пекех тĕрлĕ чечексем çитĕнекен «хĕллехи сада» та кăмăллаççĕ кунти шăпăрлансем. Ачасене юратакан, чăннипех вĕсемшĕн чунне парăннă воспитательсем ĕçлеççĕ кунта. Çамрăк ăрупа тĕрлĕрен мероприятисем, ачасемпе гимнастика, логика тĕлĕшĕнчен аталанмалли занятисем ирттереççĕ. Эпĕ пынă чухне кĕçĕн ушкăнрисем тĕрлĕ сăрăсемпе илемлĕ ÿкерчĕксем ÿкеретчĕç, аслăраххисем вара шутлама вĕренетчĕç. Ача сачĕн заведующийĕ В.Федорик воспитательсен ĕçĕпе кăмăллă. Çак пысăк ялта çулран çул ачасен йышĕ ÿссе пырасса шанать вăл.

Шкул çулне çитмен ачасемпе районта ирттерекен тĕрлĕ конкурссене те активлă хутшăнаççĕ вĕсем. Ача садĕнче «Тăван Ен - Чăваш Ен» музей кĕтесĕ те йĕркеленĕ. Эппин тăван ен культурине, унăн çепĕç чĕлхине те мĕн пĕчĕкренех ăша хывса ÿсĕç.



15 апреля 2011
00:00
Поделиться