Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăçланине пĕтĕмлетме, малашнехине палăртма

Ĕнер пирĕн районта Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн тата унăн структурине кĕрекен учрежденисен 2011 çулхи пĕрремĕш кварталти ĕçне пĕтĕмлетес тата иккĕмĕш кварталта тумалли ĕçсене палăртас тĕлĕшпе вĕрентÿпе методика сборĕ иртнĕ. Унсăр пуçне Федераллă саккунсемпе Раççей Правительствин право акчĕсене, Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин малашне пурнăçламалли ĕçсен докуменчĕсене пăхса тухнă, вĕсене пурнăçа кĕртес ыйтусене сÿтсе явнă. Чăваш Республикинчи влаç структурисен Гражданла оборонăпа çыхăннă ĕçсене йĕркелесе пыракан право акчĕсене те тишкернĕ. Çавăн пекех халăха чрезвычайлă лару-тăру, пушар, шыв-шур вăхăчĕсенче пулăшу парасси пирки те тĕплĕ калаçу пулнă. Унăн ĕçне РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри Тĕп управленийĕн начальникĕ С.Антонов генерал-майор, ВДПО председателĕ С.Сергеева, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, çÿлерех асăннă министерствăн Тĕп управленийĕн тĕрлĕ шайри структурăсене ертсе пыракансем, надзор ĕçне пурнăçлакансем, «Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи кризислă лару-тăрура ертсе пыракан Центр» Патшалăх учрежденийĕн руководителĕсем, тĕрлĕ структурăна кĕрекен пушар чаçĕсемпе отрячĕсен начальникĕсем, «Чăваш Республикинчи шыравпа пулăшу служби», «Пушар тĕрĕслев лабораторийĕ» Патшалăх учрежденийĕсен, муниципаллă пĕрлĕхсен гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен начальникĕсемпе сектор заведующийĕсем тата ытти хăш-пĕр структура ертÿçисем хутшăннă. Сбор вăхăтĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ.

(Тĕплĕнрех çитес номерте).



15 апреля 2011
00:00
Поделиться