Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕренÿ сферине улшăну çитет

Правительство Председателĕ, «Единая Россия» парти лидерĕ Владимир Путин парти членĕсемпе тĕл пулу ирттернĕ. Единороссемпе калаçнă май правительство пуçлăхĕ вĕрентÿ сферинче программăна ĕçлесе çитерме хушни çинчен пĕлтернĕ.

«Ку программа кирлĕ, Раççейĕн уйрăмлăхĕсене шута илес тĕк, ку вăл çăмăл мар задача - территори пысăк, шкулсем нумай, вĕсем вара, çемçен калас тăк, чи кирлĕ требованисене те чылай енчен тивĕçтереймеççĕ».

В. Путин шутланă тăрăх, пĕр вăхăтрах вĕрентÿ пахалăхне ÿстерсе тăкаксене чакармалла. «Шăпах база центрĕсемпе филиалсем туса хуни шкул вĕрентĕвĕн майĕсене лайăхлатĕ», - шанса тăрать премьер. Çавăн пекех вăл дистанциллĕ вĕрентĕве аталантармаллине те палăртса хăварнă. «Филиалсем туса хуни сферăна тытса пырас енĕпе пулакан тăкаксене чакарма май парĕ, иккĕмĕшĕнчен, пурлăхпа техника базине çирĕплетме пулăшĕ», - тенĕ вăл.

Вĕрентÿ модернизацийĕнче В.Путин сĕнекен тепĕр паха результат учительсен ĕç укçине ÿстерни пулса тăмалла. «Шкул учрежденийĕсенчи преподавательсен ĕç укçи шайĕ çав регионри вăтам ĕç укçипе танлаштăр тесе тăрăшмалла. Мускавра ку шая çитнĕ ĕнтĕ, анчах хăш-пĕр регионсенче уйрăмлăх питĕ пысăк, учительсен шалăвне сахалтан та 30 процент ÿстерме тăрăшмалла», - тенĕ правительство ертÿçи.

«Вĕрентÿ министерствин халĕ регионсемпе тачă ĕçлемелле, çак программăна хатĕрлемелле, сентябрĕн 1-мĕшĕнче вара эпир ăна пурнăçа кĕртме тытăнăпăр. Ăна, паллах, саккунпа татса памалла, эсир пулăшасса шанатăп», - хушса хăварнă премьер.



15 апреля 2011
00:00
Поделиться