Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çунат çапса юрлаççĕ шăнкăрчсем

Иртнĕ кĕркунне кăна-ха хура кураксене кăнтăр енне ăсатса ятăмăр. Халĕ вĕсем хăйсем валли йăвасем янтăлама ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ.

Нумаях пулмасть кăна ăшă енчен шăнкăрчсем вĕçсе çитрĕç. Вĕсен хаваслă та илемлĕ сасси таврана чăн юмах тĕнчине илсе кĕчĕ. Халăхра мĕнле калаççĕ-ха: «Шăнкăрч - çуркунне илемĕ». Çак каларăш вăй илсе çирĕпленнĕ. Йăм хура вĕçен кайăксем март уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн пата вĕçсе килеççĕ, тÿрех йăвасене йышăнаççĕ.

Шел пулин те, юлашки вăхăтра ялсенче шăнкăрч вĕллисене сахал асăрхатпăр. 10-15 çул каялла вĕллесене ăмăртмалла ăсталатчĕç шкул ачисем. Халĕ çав ĕç кивелсе пырать пулмалла. Çак кайăксене хисеплеме пăрахрăмăр. Кайăксем этем тусĕсем пулнине пĕр самант та манма юрамасть пирĕн. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсем пирки нумай вĕрентеççĕ пире аслисем. Çу каçа мĕн чухлĕ сăтăрçăсене тĕп тумаççĕ-ши вĕсем: сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене, вĕсен çăмартисене пĕтереççĕ, пахча çимĕçе хÿтĕлеме пулăшаççĕ.

Тĕрлĕрен хими им-çамĕпе усă курни çак усăллă кайăксен йышне палăрмаллах чакарать. Çакна эпир вĕсен йышĕ çулсерен сахалланса пынипе те калама пултаратпăр. Пирĕн çакна шута илмелле, вĕсем валли май килнĕ таран йăва-вĕлле туса йывăçсем çине çакасчĕ. Кайăксем вара нихăçан та парăмра юлмĕç.

Тĕлĕнмелле: хальхи самантра 2-3 хутлă çурт çĕклеме хăват çитеретпĕр, шăнкăрчсем валли вара вĕлле ăсталама хал çитмест. Аслисен çакна шута илсе çамрăксене хăйсен паха енне вĕрентмеллех. Хальлĕхе çакна тума кая юлман-ха.



22 апреля 2011
00:00
Поделиться