Чăваш мăнкунĕ
Авалхи чăваш календарĕпе çулталăк çуркунне, кун таврăннă вăхăтра, мартăн 21-мĕшĕнче пуçланнă. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунне чăвашсем «калăм кун» е «мăн кун» тенĕ. Христос тĕнне йышăнсан, çак Çĕнĕ Çул уявĕ христиансен Пасхипе пĕрлешсе кайнă. Кив çул ватăлса çитнине палăртса, авал тĕрлĕ халăхсем Çĕнĕ çул умĕн типĕ тытнă. Авалхи тĕне кĕмен чăвашсен те «мăн кун типпи» пулнă. Вĕсем пушă уйăхра типĕ тытнă, «пушă апат» çинĕ.
Мăн кун эрнинче чăвашсем калăм, çурта кунĕ тата сĕрен уявĕ уявланă.
Калăм - çуркуннехи уяв, вилнĕ тăвансене асăнса, пуç çапса пĕрле хăналанмалли кун. Ку вăхăт хальхи апрель-май уйăхĕсене тĕл килнĕ. Çак кун хĕвел тухичченех урамра кăвайт чĕртнĕ, вут çине çăкăр касăкĕ, çăмарта пăрахнă. Улăма «леш тĕнчери» тăвансене ăшă та савăнăç кÿрес тесе çунтарнă. Кăвайт çине çĕтĕк çăпата пăрахса виçшер хут вут урлă сикнĕ. Кун хыççăн чăх пусса калăм пăтти хатĕрленĕ. Алăк умне çурта лартнă. Килти е ратнери (йăхри) чи ватти сĕтел çинчи пуш тирĕке пĕр татăк чăх какайĕ тата çăмарта хунă.
Ваттисене асăнма тĕп киле пуçтарăннă. Каç пулттипе алăк патĕнче сĕтел лартнă. Кил хуçи вилнĕ тăванĕсене кашнине уйрăммăн ятран чĕнсе хăналанма ыйтнă.
Калăма кĕнĕ куна «Аслă калăм» е «Мăн калăм» тенĕ, калăм эрни тухнă юн куна «Кĕçĕн калăм» тесе хисепленĕ. Чăваш хушшинче христианство тĕнĕ сарăлса вăй илме пуçласан вара чăваш калăмĕ вырăссен «асап эрнипе» (вырăсла «страстная неделя») пĕрлешсе кайнă.
Калăм эрни вара кивĕ çулăн юлашки эрни шутланнă. Аслă калăма хирĕç чăваш пÿрт-çурта çуса тасатнă, картишне, урама тирпейлесе тухнă, хĕл хута пухăннă лăпăр-лапăра çурхи шывпа юхтарса янă, мунча кĕрсе тасалнă. Кĕçĕн калăм тухнă каç çамрăк-кĕрĕм ял тăрăх сĕрен хăвалама тытăннă, вилнисене масар çине ăсатса янă. Авалхи вăхăтра сĕрен хăвалама вăй питти арçынсем тухнă. Христос тĕнĕ сарăлма пуçласан çак уява ача-пăча ирттерме тытăннă.
«Сĕрен» - авалхи сăмах, вăл «сĕр» - «хăвала», «хăваласа яр», «хÿтерсе яр» тенинчен пулнă. Сĕренте чăвашсем мĕн пур усал-тĕселе ялтан хăваласа янă. Çавăнпа çак уяв ятне те «сĕрен» тенĕ.
Сĕрен ирттерме вăрмана кайса пилеш хуллисем касса килнĕ.
Сĕрен хăвалакансем сĕрме купăссемпе, шăпăрсемпе, чăнкăртисемпе, параппансемпе кĕвĕ каласа, хытă шавласа-кĕрлесе çÿренĕ, питлĕх çапнă, çава шакканă.
Ял пĕр вĕçĕнчен пуçланă та сĕрен хăвалама ял тепĕр вĕçне çитиччен пĕр кил те сиктермесĕр кашни киле кĕре-кĕре хĕвеле май çаврăннă.Сĕрен ачисем: «Чир-чĕр кайтăр! Усал-тĕсел тартăр!» - тесе кил хушшинчи кашни хуралтăна пилеш хуллипе çапса, пÿртри, кил-терĕшри çынсене те хулăсемпе «ачашласа» тухнă. Кил хуçисем сĕрен ачисене кучченеçсем парса ăсатса кăларса янă. Ачасем пилеш хуллисене кăвайт çине пăрахса çунтарса янă. Унтан çири тумĕсене, çĕлĕкĕсене хывса çÿлелле ывăтнă. «Чир-чĕр кайтăр! Усал-тĕсел тартăр!» - тесе вут çинче силленĕ. Вара пурте кăвайт урлă сике-сике каçнă та яла таврăннă.