Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чĕлĕмпе эрех çын пурнăçне пĕтерет

Мĕн тери илемлĕ тавралăх! Садри пилеш йывăç çинче шăпчăк юрă юрлать, сип-симĕс курăк хаклă кавире аса илтерет, тÿпе - кăн-кăвак.

Улькка пÿртрен тухнă чухне ашшĕне асăрхарĕ. Кун каç енне сулăннă. Хĕр ача кил еннелле çул тытсанах тăпах чарăнса тăчĕ. Ял çийĕн хуп-хура тĕтĕм йăсăрланать, унта та кунта витре йăтнă çынсем чупаççĕ. Мĕнле япала ку; Асăрхарĕ Улькка:вĕсен пÿртĕнчен хура тĕтĕм палкаса тухать. Мĕн тери хăрушă!

Пĕчĕк хĕр ача куçĕсемпе ашшĕне шырарĕ. «Атте, ăçта эсĕ;» - пăшăлтатать Улькка. Ашшĕ ниçта та курăнмарĕ. Акă кÿршĕсем лупас айĕнчен амăшне çавăтса тухрĕç. Вăл пĕрмаях: «Ванюк, Ванюк, ах Ванюк», - тесе пăшăлтатать. «Ара, мĕншĕн пĕрмай атте ятне калать;» - тыткăнларĕ хĕр ачана шухăш.

Улькка çынсем пухăнса тăракан çĕре пырса тăчĕ, хăрушă хыпар илтрĕ: «Ашшĕ, ÿсĕрскер, вырăн çинчех чĕлĕм туртнă. Пирус тĕпĕ, сÿнменскер, тÿшек çине ÿкнĕ те тивсе кайнă, пÿрте çулăм хыпса илнĕ», - терĕ кÿршĕ хĕрарăмĕ. Тинех ăнланчĕ хĕр ача: пушарăн сăлтавĕ - эрех, ашшĕн тимсĕрлĕхĕ.



22 апреля 2011
00:00
Поделиться