Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Иккĕмĕш анне

Вĕрентекен... Вăл кашни ачашăн иккĕмĕш анне пулса тăрать.

Вĕрентекен пирĕншĕн вăл - пурне те пĕлекен, яланах пулăшма пултаракан çын. Вăл пире вулама, çырма кăна мар, тĕрĕс те йĕркеллĕ пурăнма, пĕчĕкрен лайăх çын пулса ÿсме вĕрентет. Кашни çыннăнах юратнă учителĕ пур. Вăл ăна мĕн ĕмĕр тăршшĕпех ăшă кăмăлпа аса илсе пурăнать. Теприсем ачаран кăмăлланă вĕрентекенĕн ырă тĕслĕхне ăша хывса пыраççĕ те хăйсем те çав çулах суйласа илеççĕ - çамрăк ăрăва ăс-тăн парса çĕршыва юрăхлă çын туса ÿстерес ĕçе чун-чĕрипех парăнаççĕ. Манăн паян сире Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă Ольга Леонтьевнапа паллаштарас кăмăл пур. Шăпа Ольга Леонтьевнана 1963 çулта Канашри учительсем хатĕрлекен училищĕне пĕтернĕ хыççăн Урнар шкулне илсе çитерет. Ачасене юрлама, ÿкерме тата вырăс чĕлхине вĕрентме шанса параççĕ. Унăн урокĕсем тĕлĕнмелле интереслĕ иртеççĕ. 1976 çулта Шăплатри кĕçĕн класс ачисене вĕрентме яраççĕ. Сакăр çул хушши такăрлатать Саруй-Шăплат сукмакне. Çумăрĕ те çунă, çил-тăманĕ вĕçтернĕ. Çапах та ĕçе каймасăр килте ларнине ас тумасть вĕрентекен. 1986 çулта тăван Саруйĕнчи кĕçĕн класс ачисене вĕрентме пуçлать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак шкулта вăй хурать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 47 çулпа танлашать. Ăста педагогăн пĕрешкел иртнĕ урок нихăçан та пулман. Кашни тепринчен интереслĕрех. Ольга Леонтьевна мал ĕмĕтлĕ, питĕ пултаруллă çын. Хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатса, тавракурăмне анлăлатса пырса ачасене вĕрентессинче паянхи вăхăт ыйтакан çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе пырассине вăл кулленхи тĕллевĕ тесе йышăнать. Вĕрентÿ сферинче мĕн те пулин çĕнни, усăлли çинчен çак меслете ытти вĕрентекенсем хушшинче пĕрле сÿтсе явса ыттисене те иксĕлми вăйпа «чĕртсе» ярать. Çавăнпа ăна ачасем ашшĕ-амăшĕпе тан юратаççĕ те ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕ тенĕрен, вĕсемпе те тачă çыхăнса ĕçлет педагог. Кашни ачан хăйне евĕрлĕхне туйса тăрать, амăшне е ашшĕне ачапа епле пулмаллине, çемьери хутшăнусене йĕркелемелли сĕнÿ-канаш парать. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ урлă та, уйрăмшарăн та пысăк ĕç пурнăçлать Ольга Леонтьевна Леонтьева.



22 апреля 2011
00:00
Поделиться