Пулнă, пур, пулатпăр
Чăваш йышĕ чакать тетпĕр. Мĕнпе çыхăннă-ха çакă? Хамăн шухăша пĕлтерем-ха. Пĕрремĕшĕ, енчен те ĕлĕк ялта 4 - 8 ача çуратнă пулсан, халĕ 1-2 ача. Иккĕмĕшĕ. Аякка тухса кайнă чăвашсенчен чылайăшĕ каялла килмеççĕ. Тĕрлĕ çĕршывсене качча каяççĕ чăваш хĕрĕсем - Кипра, Англие, Кубăна, Германие тата ытти тĕрлĕ çĕре те. Паллах, ачисем чăваш мар.
Хăшĕсем çыравра вырăс тесе çыртараççĕ. Юлашки çулсенче тата çемье ăшшине мар, ĕçе мала хуракансен шучĕ ÿсрĕ, çураласси чакрĕ. Çавăнпа та чăваш çухалса пычĕ тесшĕн. Темле пулсан та чăваш пулнă, чăваш пур, чăваш пулать те. Чăваш çухалсан тĕнче те пĕтет.