Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пулни-иртни – асра

Апрелĕн 17-мĕшĕ Шалти ĕçсен тата шалти çарсен ветеранĕсен кунĕ. Кăçалтан пуçласа паллă тума пуçланă ку датăна.

Районти шалти ĕçсен пайĕнче те пĕрремĕш хут иртрĕ çак уява халалланă мероприяти. Кунтан ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене чĕннĕ. Шалти ĕçсен пайĕн 7 ветеранĕ пуçтарăннă хăйсен ячĕпе пĕрремĕш хут ирттерекен уява. Вĕсем хушшинче Н.Матвеев, В.Александров (тĕрлĕ çулсенче Вăрмар районĕн шалти ĕçсен пайĕнче начальниксем пулса тăрăшнă), Л.Зайцев, А.Харитонов, А.Горбунова, Н.Михайлов, В.Константинов пулчĕç.

Чи малтанах ШĔП начальникĕ И.Константинов саламларĕ ветерансене. Çавăн пекех Т.Гаврилова музыкантçă ертсе пынипе Чупайĕнчи , Вăрмарти шкул ачисемпе концерт лартрĕç. Унтан ЧР Шалти ĕçсен министерствин ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă кинофильм курчĕç.

Вĕсем пĕрле пуçтарăнса пулни-иртнине аса илчĕç, сÿтсе яврĕç.



22 апреля 2011
00:00
Поделиться