Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Салтак тумĕ илем кÿрет

Çурхи призыв пуçланчĕ ĕнтĕ. Кĕçех çар учетĕнче тăракан 18-27 çулсенчи каччăсене салтак тумĕ тăхăнтарĕç, çÿçĕсене шакла касса ярĕç.

Иртнĕ эрне кун Вăрмарти Культура çуртĕнче пирĕн районти пулас салтаксене халалласа Призывник кунне паллă турĕç.

Должноçри официаллă çынсем çамрăксене тивĕçе пурнăçлама чăтăмлăх, сывлăх сунчĕç. ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ М.Пуклаков, нумай çул хушши призывниксемпе ĕçлекенскер, çамрăксене аякри çула тухса кайма мĕн кирлине пуринчен ытла пĕлет ĕнтĕ.

«Службăра спорт тĕлĕшĕнчен çирĕп аталаннă каччăсене чылай çăмăлрах. Çавăнпа та шкулта вĕреннĕ чухнех физкультурăпа туслă пулмалла, сывлăха тĕрлĕ мелсемпе çирĕплетмелле. Çавăн пекех салтаксен пурнăçĕ командирсенчен, мĕнле юлташсем лекнинчен те нумай килет. Салтаксене служба вăхăтĕнче çар хатĕрленĕвне ытларах явăçтарсан вĕсен усал шухăшсем валли вăхăт та, вăй-хал та юлмасть. Ашшĕ-амăшĕсен те ывăлĕсене хавхалантарма пĕлмелле. Паянхи кун çарта телефонпа усă курма ирĕк параççĕ, çавăнпа та çыру çÿретекенсем сахал. Пĕр-пĕринпе çыхăну тытса тăрсан пурне те çăмăлрах», - терĕ Михаил Анатольевич çĕршыв хÿтĕлевçисене ăнăçу сунса. Райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин та вĕсене хавхалану сăмахĕсем каларĕ, кашни призывнике уйрăмшарăн алăран тытса чăн-чăн арçын пулса тĕрĕс-тĕкел таврăнма çирĕплĕх сунчĕ. Пуçтарăннисем умĕнче призывникăн амăшĕ Галина Лисицына та тухса калаçрĕ. Унăн пĕр ывăлĕ Кремльти Президент полкĕнче службăра пулнă, малалла та хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарасшăн. Халĕ тепĕр ывăлне çулталăклăха ăсатма хатĕрленет вăл хĕсмете. Çавăн пекех Эдуард Ванюков пулас салтак та тăван район, Чăваш Республикин чысне çÿллĕ шайра пурнăçласси пирки каларĕ.

Призывниксен ячĕпе иртнĕ концерт çамрăксене хавхалантарасса шанас килет.



22 апреля 2011
00:00
Поделиться