Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Спортпа туслă çемье

Çиçтĕпе ялĕ пысăках мар пулин те пултаруллă спортсменсем, ятлă-сумлă çынсем сахал мар тухнă кунтан. Валентина Васильевнапа Леонид Илларионович Павловсене эпĕ тахçантанпах лайăх пĕлнĕ. Ĕçпе çав ялта пулнă чухне «Ленинский» совхозăн уйрăм управляющийĕпе Леонид Илларионовичпа час-часах тĕл пулма тиветчĕ. Вăлах районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ шутланатчĕ. Ялти ырă хыпарсене пĕлтерсех тăратчĕ. Валентина Васильевна вара мĕн ĕмĕр тăршшĕпех Чăрăшçырмари сакăр çул вĕренмелли шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕ. Питех те шел, халĕ вĕсем пирĕн хушăра çук, тăприсем çăмăл пулччăрах. Обществăшăн, халăхшăн тăрăшакан çынсем пулнă вĕсем, вăй-хала шеллемен. Çавăншăн хисепленĕ те Павловсене ял-йыш. Тăватă ачине те аслă пĕлÿ пачĕç, пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Кашниех спортпа çывăх туслашрĕ, уйрăмах çăмăл атлетикăна кăмăлларĕç. Асли - Олег - Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕ. Отставкăри подполковник халĕ Африкăри Конго Республикинче пурăнать.

Игорьпе Вячеслав - Хусанти, Владислав Мускаври физкультура институчĕсенчен вĕренсе тухнă.

Игорь СССР спорт мастерĕ. Хĕç-пăшаллă Вăйсен чемпионĕ (1983), РСФСР чемпионĕ (1984), СССР чемпионĕ (1989), Англири Блэкпул (1994), Бельгири Антверпен (1997) хулисенче иртнĕ чукун çул ĕçченĕсен Пĕтĕм тĕнчери марафонсенче виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Халĕ Хусанта тренерта ĕçлет.

Вячеслав Мускав облаçĕн нумай хут чемпионĕ. 1982 çулта спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. 1985 çулта Раççей чемпионатĕнче çамрăксем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Хусанта тренерта вăй хурать. Ачисем те ашшĕ çулĕпе кайнă. Семен - юниорсем хушшинче Раççей чемпионĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ. Артем Хусанти «Рубин» футбол спорт клубĕнче тăрăшать.

Владислав Чăрăшçырмари тата Кавалти шкулсенче вĕреннĕ вăхăтра районта тата республикăра ирттернĕ ăмăртусенче шкул чысне пултаруллă хÿтĕленĕ, призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Мускаври çар спорт клубĕнче (СКА) службăра пулнă чухне спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать. Çуран чупассипе - Мускав облаçĕн чемпионĕ. Халĕ «Нефть-Трэвел» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ. Мăшăрĕпе икĕ ывăл ача çитĕнтереççĕ. Асли, Дима, 12 çул тултарсанах Мускаври «Сатурн» футбол шкулне вĕренме кĕнĕ. Халĕ те унтах ăс пухать. Кĕçĕнни, Саша Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренет, вăл та спортпа туслă.



22 апреля 2011
00:00
Поделиться