Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕп ыйтусем: сывлăх сыхлавĕ, çĕр пайĕ, тирпей-илем

Районта иртнĕ информаци кунĕнче сÿтсе явнă ыйтусем: «ЧР 2011-2012 çулсенчи сывлăх сыхлавĕн модернизацийĕн программи çинчен», ЧР «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси çинчен» саккуна пурнăçламалли мерисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ялсене тирпей-илем кĕртесси çинчен. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев ертсе пынă информаци ушкăнĕ райадминистрацин яваплă çыннисемпе пайланса Кавал, Кĕтеснер, Пысăк Енккасси, Кĕлкеш ял тăрăхĕсене çитсе курнă.

Кавал. Райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, Федераллă службăн территори органĕн Чăваш Республикинчи патшалăх статистикин службин пуçлăхĕн çумĕ Л.Егорова Кавал ял тăрăхĕнче пулчĕç. Чи малтанах вĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Н.Алексеевапа тĕл пулса кунти социаллă экономикăлла лару-тăрупа паллашрĕç. Надежда Апполоновна ял тăрăхĕн аталанăвĕнчи лайăх пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ, йывăрлăхсене те асăнчĕ. Кунти Культура çуртне газпа ăшăтса хутмалли система çине куçмалла, çивиттине улăштармалла, шкул патне çитме автоçул тумалла.

Унтан информушкăн почта çыхăнăвĕн уйрăмне, уйрăм çын магазинне, ача садне, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне, ял библиотекине, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çитрĕ.

Л.Егорова «ЧР 2011-2012 çулсенчи сывлăх сыхлавне модернизацилесси çинчен» республикăри тĕллевлĕ программăн тĕп саманчĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Çуралакансен йышĕ Чăваш Енре 2010 çулта 26 процент таран ÿснĕ. Çыннăн вăтам пурнăç тăршшĕ 2006 çулхипе танлаштарсан 68,98 çулччен ÿснĕ. Пуçтарăннă ял халăхĕ хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илчĕ.

Пысăк Енккасси. Район пуçлăхĕ В.Павлов, РФ Суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕ В.Петров Пысăк Енккассинче пулчĕç. Вĕсем А.Смирнов ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе, С.Калягин фермерпа пĕрле тĕл пулса ялти тĕрлĕ вырăнсене çитсе курчĕç.

Кашни ял тăрăхĕнчех халăха пĕрешкел йышши ыйтусем хумхантараççĕ. Пысăк Енккассинчи илемлĕ хăтлă Культура çурчĕн те хăйĕн йывăрлăхĕсем. Çурта газпа ăшăтса тăма укçа-тенкĕ çитмест. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Смирнов урамсене çутăпа тивĕçтерес тĕллевпе энергие перекетлекен счетчиксем çине куçмалли пирки каларĕ. Çакăн йышши счетчиксем лартсан чылай укçа-тенкĕ перекетлеме май пур.

Паянхи ял тăрăхĕн тĕп кăтартăвĕ вăл ялта фермерсем мĕн чухлĕ пулни. Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче 3 фермер хуçалăхĕ шутланать. Кĕçех çур аки пуçланать ĕнтĕ, анчах хуçалăхсенче ĕçлеме кадрсем çитмеççĕ.

Ĕçлĕ ушкăн ялти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне çитсе курчĕ. Кунта 2 практика врачĕ тăрăшать. Çывăхри ялсенчи халăх медицина пулăшăвĕ илме çÿрет кунта. Анчах та чирлĕ çынсене сипленме ют çĕртен çÿреме ансат мар. Стационар уйрăмне пĕтернĕшĕн кăмăлсăрланаççĕ вĕсем. Кунне çемье врачĕн офисне васкавлă пулăшу машинисем валли 10 литр бензин уйăраççĕ. Медицина ĕçченĕсем интернетпа, электронлă ещĕкпе анлă усă кураççĕ, ун урлă районти тĕп больницăпа та çыхăнса тăраççĕ. «Кирлĕ эмелсемпе çителĕклех тивĕçтереççĕ», - пĕлтерет Зоя Николаевна врач. Çемье врачĕн офисĕ косметика юсавне кĕтет. Çавăн пекех Пысăк Енккассинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн ĕçченĕсемпе те сăмахларĕç хăнасем. Почтальонсем хăйсен ĕç укçийĕ ытла та пĕчĕк пулни пирки пăшăрханаççĕ, ют ялтан çÿрекен почтальонсен укçийĕ тата çул çинче тăкакланать.

Ялти райпо, уйрăм çыннăн магазинĕсене кĕрсе хаксемпе, тавар ассортименчĕпе интересленчĕç информаци ушкăнĕн яваплă çыннисем.

Вăтам шкула çитсессĕн тата урăх тĕрлĕ нумай ыйту тавра пулчĕ калаçу. Нумай кăтартусемпе Пысăк Енккассинчи вăтам шкул малтисен шутĕнче. Шкулти путвалта ачасене аталантарма çитес вăхăтсенче тир йĕркелесшĕн. Ачасене апатлантарассине райпон «Общепит» обществăлла апатлану предприятийĕ урлă йĕркеленĕ. Аван çитереççĕ, çапах та хăш-пĕр ачасен апат çиме укçи те çук. Кăçал шкул йĕри-тавра вырнаçнă çĕр лаптăкĕ çинче ытларах пахча çимĕç туса илесшĕн. Шкул ачисен фермерсемпе пĕрле явăçса ĕçлесен аван пулмалла. Станислав Александрович вĕренекенсемпе пĕрле ĕçлеме хатĕр.

Юр ирĕлсе пынă май пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухрĕ. Ял территорине çÿп-çапран тасатса тирпей-илем кÿмелли вăхăт çитрĕ. Ялта пурăнакансен кашнин тирпейшĕн тăрăшмалли пирки те палăртса хăварчĕç информаци ушкăнĕн яваплă çыннисем. Пĕрлехи информаци кунне Вăрмар район администрацийĕнче пĕтĕмлетрĕç.



22 апреля 2011
00:00
Поделиться