Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмарсем Санкт-Петербургра çĕнтернĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче Санкт-Петербург хулинче «Хĕвелтухăç-Хĕвеланăç» çар искусствисен пиллĕкмĕш Олимпиади иртнĕ. Унта пирĕн район спортсменĕсем те хутшăннă.

Спортсменсем кĕрешевĕн 9 енĕпе тупăшнă. Карате енĕпе кĕрешсе пирĕн ентеш, Сергей Петров спорт мастерĕ Самара облаçĕнчен килнĕ спортсменран выляса илнĕ, кубока тивĕçнĕ.

18 çултан иртнĕ, 78 килограмм ытларах таякан арçынсем хушшинче кумитэ енĕпе кĕрешсе С.Петров (тренерĕ В.Тимофеев) пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Çавăн пекех Вăрмарти ачасен пултарулăх çурчĕн спортсменки Ксения Павлова та 10-11 çулхи хĕр ачасем хушшинче ката енĕпе кĕрешсе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Командăпа ăмăртса та вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă.

- Санкт-Петербургри ăмăрту итогĕсемпе эпĕ кăмăллă, - терĕ ЧР каратэ Федерацийĕн Президенчĕ В.Тимофеев. Вячеслав Александрович хамăр ентеш пулнă май (Чупай ялĕ) Вăрмарсемпе чăнах та тивĕçлипе мухтанма пултарать. Вăл хатĕрлекен спортсменсен ÿсĕмĕсем курăмлă, çак çăмăл мар ĕçре вара унăн тÿпи те питĕ пысăк.



22 апреля 2011
00:00
Поделиться