Алă-ура тĕрекĕсĕр ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем
Чирлĕ ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хушшинчи çыхăнусене нумай тĕпчевçĕсем тишкернĕ. Вĕсем чирлĕ ачашăн çемье мĕнлерех витĕм кÿнине, пĕлтерĕшне тĕпченĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрлех çакăн пек ачасене пулăшас тĕллевпе ятарлă вĕрентÿ учрежденийĕсем ĕçлеççĕ.
Сывлăх енчен çителĕксĕр аталанакансемшĕн ашшĕ-амăшĕ хăйне çемьере тĕрĕс тыткалани те пысăк вырăн йышăнать. С.Забрамная, И.Левченко, Э.Леонгард, Н.Мазурова, Г.Мишина, В.Ткачева тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, çакăн пек çемьесенче ачасем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Аслисем чирлĕ ачасенчен «аякра тăраççĕ», тĕрĕс воспитани памаççĕ. Тĕрĕссипе вара, çакăн пек çемьесемпе юнашар ятарлă педагогпа психолог тачă ĕçлесен, вĕсем валли ятарлă программа хатĕрлесен аван. Эпир алă-ура тĕлĕшĕнчен тĕрексĕр ачасен сывлăхĕ самайланасси психологипе ÿт-пÿ тĕрĕс аталаннинчен килнине кашни ашшĕ-амăшне пĕлтерме тĕллев лартрăмăр. Хамăрăн тĕллеве пурнăçлама тĕрлĕ ĕçсем турăмăр:ыйту-хурав, анкета ыйтăмĕ, калаçу. Эксперимент октябрь-декабрь уйăхĕсенче иртрĕ. Ăна ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин алă-ура тĕрекĕсĕр ачасене пĕлÿ паракан «Шанчăк» пуçламăш шкул – ача садĕнче сывлăх енчен хавшак ачасен ашшĕ-амăшĕн психологине тĕпчес тĕллевпе ирттертĕмĕр. В.Ткачева хатĕрленĕ «Психологи тĕлĕшĕнчен пĕтĕмлетнĕ ашшĕ-амăшĕн сăнарĕ» методика ĕçĕпе усă куртăмăр.
Психологи, педагогика тĕпчевĕсем ирттернĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турăмăр:
– чирлĕ ачасене ашшĕ-амăшĕ енчен нумай тимлĕх кирлĕ;
– пур ача патне те ашшĕ енчен те, амăшĕ енчен те пĕр пек ăшă туйăм пулмалла;
– ачасене асламăшĕ-кукамăшĕн те пулăшмалла.
Чылай чух чирлĕ ачасемпе юнашар амăшĕ кăна пулать, кун пек çемье çирĕп мар. Эпир теорие практика çинче кăтартас тесе сăнав ирттертĕмĕр. Унта шкул çулне çитмен ачасен 28 ашшĕ-амăшĕ тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасен 27 ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕ. Алă-ура тĕрекĕсĕр ачасен ашшĕ-амăшĕн психикине тĕпченĕ анкета кăтартăвĕ çакăн пек: ашшĕ-амăшĕсен 21,8 проценчĕ пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе ачисене те çирĕп утăмсем тума пулăшни курăнать. Анчах та хăшĕ-пĕрисем хăйсен ачисене сивлек кăмăлпа пăхни, вĕсен йывăрлăхĕсем çине алă сулни палăрать. Теприсем вара ачана хĕнеме, кăшкăрса хăратма та пултараççĕ. Нервă енчен чирлĕ ашшĕ-амăшĕсен 9,1 проценчĕ, йывăрлăх сиксе тухсан, ăна çĕнтерме тăрăшмасть, хăйĕн ачине пĕтĕм йывăрлăхран айккине пăрма тăрăшать, час-часах ачисем майлă пулать. Çакăн пек чухне ачасем итлеме пăрахаççĕ, ачаш пулаççĕ.
Харпăр хăйне çирĕплетме тăрăшакан ашшĕ-амăшĕсен йышĕ 29,1 процент йышăнать. Ачасемшĕн вăрттăн пăшăрханаççĕ, «ăшра вут çунать» тейĕн вĕсен. Кун пек ашшĕ-амăшĕ пĕтĕм вăйне, чунне ачисене парать. Ашшĕ-амăшĕн çепĕçлĕхĕ, ачашлăхĕ алă-ура тĕрекĕсĕр ÿсекен ачасенче кăмăл-сипет лăпкăлăхĕ, юрату туйăмĕ çуратать. Анчах та ыйтса пĕлнĕ ашшĕ-амăшĕсенчен 3,6 проценчĕ ачашлăх, çепĕçлĕх парнелеймест те иккен.
Ашшĕ-амăшĕ ачасемпе юнашар пулма тăрăшни – чи паха ен. Пĕрле кĕнеке вулакансем, ларса калаçакансем (96,2 процент) ачасене савăнăç кÿреççĕ, çапах та ыйтса пĕлнисенчен 1,6 проценчĕ ачасенчен уйрăм пулни палăрчĕ.
Алă-ура тĕрекĕсĕр ачасен ашшĕ-амăшĕ (32,7 процент) хăйсен ачисемпе кăмăллă мар, 69 проценчĕ – кăмăллă. Хăйсен ачисене мĕнле пур çавăн пек йышăнакансем – 98,1 процент, йышăнманнисем – 1,8 процент.
Çакна та каласа хăвармалла: алă-ура тĕрекĕсĕр ачасен ашшĕ-амăшĕ хăй ачин диагнозĕпе килĕшмест. Вĕсем хăйсен ачисенче йывăрлăх çеç кураççĕ, ăна çĕнтерме те тăрăшмаççĕ.
«Проблемăллă ачасен пурнăç историйĕ» кĕнеке тăрăх ирттернĕ тишкерÿ инвалид ачасен ашшĕ-амăшĕ пăшăрханăвĕ тĕрлĕ енлĕ пулнине палăртма пулăшрĕ. Ачасен 43 проценчĕ - хăй тĕллĕн тăма, ларма, утма пултарайманнисем, 20 проценчĕ – ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен тăрса юлнисем, 16,3 проценчĕ – тимлĕхсĕр ачасем, 9 проценчĕ – вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисем, 10,7 проценчĕ – часах хĕрÿленсе каяканнисем, 7,2 проценчĕ – алăпа ручка тытайманнисем, 5,4 проценчĕ – часах ывăнакан ачасем, 3,6 проценчĕ япăх куракансем. Тухтăрсен диагнозĕпе инвалид ачасен ашшĕ-амăшĕсен 36,3 проценчĕ килĕшмест. Вĕсенчен 9 проценчĕ хăйсен ачисене пысăк тимлĕх кирлине палăртать, мĕншĕн тесен 7,2 проценчĕ час-часах чирлет. Алă-ура тĕрекĕсĕр ачасен ашшĕ-амăшĕпе ятарлă ĕçсем туса ирттермелле.