Чирлĕ çынна ăшă йышăнни мĕне тăрать
Ку статьяна çырма мана чĕре тулли савăнăç, кăкăр тулли мăнаçлăх хистерĕ. Сăлтавĕ вара, чăнах та, пысăк. Нумаях пулмасть районти тĕп больницăри тĕп врачăн çумĕ Н.Васильева РФ Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă. Надежда Илариевна хăйĕн ĕçне чунтан юратать, çав сăлтавпах ăна тĕплĕн пурнăçлать.
Нумаях пулмасть манăн больницăна каймалла пулса тухрĕ. Çын нумай пулнине кура врач патне кăнтăрлаччен кĕреймерĕм. Апат вăхăтне унтах ирттерме тиврĕ. Çак вăхăтра манăн пĕр пулăма сăнама тиврĕ. Н.Васильева кăнтăрлахи апата каймасăр онкологи чирĕпе чирлисене йышăнчĕ, унтан хирĕç кабинета куçрĕ те комиссие пынисене йышăнма пуçларĕ. Эпĕ тÿсеймесĕр пырса ыйтрăм: «Эсир кăнтăрлахи апат çинĕ-и вара?» «Апат мар, шыв та ĕçмен-ха», – хуравларĕ вăл мана. Чăн та, ахальтен каламан çав ваттисем ăстан пурти катăк тесе. Ăçтан сывлăх ан хавшатăр-ха, вăхăтра апат та çимесен?
Унччен каллех, ас тăватăп-ха, грипп чирне ура çинчех ирттерсе ячĕ. Апат çиме кăна мар, чирлеме те вăхăт çук унăн. Çакăншăн, паллах, ырламаççĕ. Çапах та акă мĕн калас килет манăн:хальхи пурнăçра ĕçе чунтан парăнса ĕçлекенсем сахаллансах пыраççĕ. Чунсăрлăх, ăмсану, кĕвĕçÿ хупăрласа илчĕ тĕнчене. Надежда Илариевна пек çынсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ пурнăç. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă май та вăл халăхшăн нумай тăрăшать, курăмлă ĕçсем тăвать. Мĕн пĕчĕкрен чун çирĕплĕхĕпе мал туртăмлăх пулăшса пыраççĕ ăна. Ума лартнă тĕллеве пурнăçлатех вăл. Ахăртнех, шкул сакки те пурнăç шкулĕ пулнă уншăн. Шкулта вăл «5» паллăсемпе кăна вĕреннĕ, обществăлла пурнăçа хастар хутшăннă - малтан отряд, унтан дружина канашĕн председателĕ, кайран комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Пĕр сăмахпа каласан, шкулта вĕреннĕ чухнех яваплă çын пулнă. Халĕ те яваплăха туйса ĕçлет. Хăйĕн пурнăçне вăл çамрăклах медицинăпа çыхăнтарнă, ку ахальтен те мар, мĕншĕн тесен çынна пулăшасси ачаранах унăн чунĕнче малти вырăнта пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл врач профессине алла илес тесе Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе хăйне килĕшекен ĕçпе нумай çул хушши вăй хурать. Суйласа илнĕ профессие чунтанах юратать. Н.Васильевăна Хисеп грамоти илнĕ ятпа саламлатпăр. Унпа эпир чăннипех мухтанатпăр. Малашнехи ĕçре ăна тав тăвакансем кăна пулччăр.