Эпĕ – чăваш
Хам чăваш пулнишĕн манăн савăнас килет. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе - чăваш чĕлхи. Эпир Чăваш Енре чăвашла калаçса пурăнатпăр. Тăван çĕршыв анне пекех пĕрре. Ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Чăваш чĕлхи пирĕншĕн вăл - асаттесен пехилĕ, асаннесен йăли-йĕрки, ваттисен ăслă вĕрентĕвĕпе халалĕ. Тăван чĕлхе - анне чĕлхи!
Чĕлхе халăх пурнăçĕн тĕкĕрĕ кăна мар, ĕмĕрсем хушши пухăнса пынă пĕрлĕхĕн иксĕлми çăл куçĕ те. Çак çăл умĕнче эпир мĕн ачаранах тумламăн-тумламăн вăй илсе ÿсетпĕр. Аннен кăкăр сĕчĕпе пĕрле унăн ачаш та лăпкă сасси пирĕн хăлхана сăпка юррине илсе çитĕнтернĕ. Тăван сасăран тăван чĕлхерен пирĕн ăс-тăн аталанма пуçланă.
Кала-ха, тăван чĕлхем, мĕн тăвăп эпĕ сансăр. Мĕнле пурăнăп эпĕ сансăр. Маншăн эсĕ - хĕвел, пурăнас кунăм, сывлăшăм, ирĕкĕм, анне чунĕ, ĕç тăван халăх чысĕ, хавхалану.