Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ир вăранаканăн ĕçĕ тухăçлă

Хĕл питĕ юрлă пулнăран çуркунне те каярах килет пулĕ тесе шутлаттăмăр малтан, çук - çурхи ĕççи иртнĕ çулсенчи пекех хăй вăхăтĕнчех пуçланчĕ. Районĕпе чи малтан хăйсен «хурçă учĕсене» «Ямуков Г.Н» тата «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи ĕçченсем уя илсе тухрĕç. Çак кунсенчех «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче, «Шигали», «АПК «Передовик», «Средний Аниш», «Агро Чаки», «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, «Шоркистринский» кооперативра çĕр лаптăкĕсене сÿрелеме тытăнчĕç, кĕрхи культурăсене апатлантарма пуçларĕç. Кĕçех уй-хире тракторсем умлăн-хыçлăн тырă акма тухĕç. Ял хуçалăхĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене вăхăтра тата вырăнта татса парас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн ятарласа çур аки вăхăтĕнче кашни хуçалăха çитме тăрăшать, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашать, тĕрлĕ сĕнÿ-канашсемпе пулăшма ăнтăлать. Ĕçлĕ ушкăнăн черетлĕ рейчĕ Кĕлкешри «Ямуков Г.Н.» хуçалăхĕнче иртрĕ.

Çурхи кун çулталăк тăрантарать тесе ахальтен каламан ватăсем. Çур акине мĕнле шайра ирттеретĕн, çавăн пек тухăç илетĕн. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллеве пурнăçлама «Ямуков Г.Н» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçченĕсем тĕплĕн хатĕрленни куç кĕретех. Эпир пынă вăхăтра Кĕлкеш ялĕ çывăхĕнчи уй-хир тракторсен шавĕпе тулнă. Акă кĕрхи тулă анинче М.Архипов механизатор ДТ-90 тракторпа пĕрчĕллĕ культурăна минераллă удобренисемпе апатлантарать. Ăна çак ĕçре А.Григорьев, С.Сидоров, В.Авдеев сеяльщиксем пулăшса пыраççĕ. Вĕсене В.Обручков водительпе Л.Дмитриев рабочи удобренисемпе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Тепĕр уйĕнче, кĕрхи çĕртме тунă пусăра, Н.Иванов хăйĕн ДТ-75 хурçă учĕпе сÿрелет. Хуçалăх ĕçченĕсем хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлани курăнать. Машина-трактор паркĕнче те йĕркелĕх хуçаланать. Хуçалăхра 22 çын вăй хурать. Ĕç укçине те вăхăтра тÿлеççĕ. «Çанталăкĕ лайăх, кăмăлсем савăк, мĕншĕн ĕçлемелле мар», - теççĕ хуçалăхри ĕçченсем.

- Хуçалăхăн пурĕ 1400 гектара яхăн çĕр шутланать. 427 гектар кĕрхисем йышăнаççĕ. Кăçал планпа 450 гектар çинче çурхисене акма палăртнă. Вăрлăхĕ çителĕклĕ. Пахалăхлă вăрлăх акса тухăç ытларах илес тĕллев лартрăмăр. Çурхи нÿрĕкпе акса хăварсан, тыр-пуллă пулăпăр тесе шутлатпăр. Çавăн пекех пахча çимĕç культурисемсĕр те май килмест. Кишĕрпе кăшман 3-шер гектара яхăн йышăнĕç. Иккĕмĕш çăкăра 270 гектар лартма пăхнă. Çурхи ĕçсене пурнăçламашкăн МТЗ-1221 тракторсем - иккĕ, МТЗ-82 - улттă, ГАЗ-3307 автомашинăсем - иккĕ, ДТ-90, ДТ-75 тракторсем - пĕрер. Пурте çур акине тухма хатĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем те çителĕклĕ. Çур акине хутшăнакансене апата вырăна тухса çитерессине йĕркелетпĕр, - тесе паллаштарчĕ хăйĕн хуçалăхĕпе Геннадий Николаевич Ямуков. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин «Ямуков Г.Н.» хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăлллине палăртрĕ. «Геннадий Николаевич малашлăха пăхса ĕçлекен çын, ĕçре çĕннине шырать, çĕнĕ технологие тĕпе хурать. Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăкра районти хуçалăхсенче çĕр улмине гектартан илекен вăтам тухăç 52,3 центнерпа танлашнă пулсан, «Ямуков Г.Н.» хуçалăхĕнче çĕре шăварса пĕр гектартан 550 центнера яхăн тухăç илнĕ. Ĕçлемесĕр, тăрăшмасăр пулман çак çитĕнÿ. Апла пулсан хуçалăх ертÿçине кăçал тата та пысăкрах тухăç илме ăнăçу сунмалли çеç юлать», - терĕ Константин Владимирович ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетсе.



29 апреля 2011
00:00
Поделиться