Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăван чĕлхе

Анне чунĕ евĕр ачаш чĕлхене

Ан манăр, чăваш ачисем, ĕмĕрне.

Виталий Шемекеев.

Тăван чĕлхе питĕ пуян. Кашни патшалăхăн хăйĕн чĕлхи пур. Чăваш чĕлхи пирĕн тĕп чĕлхе. Кашни çын хăйĕн тăван чĕлхине питĕ юратать. Эпĕ те ăна юрататăп. Вăл питĕ çепĕç те янăравлă. «Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи», - тенĕ чăвашсем. Тăван чĕлхерен хакли, çывăххи, илемли, таси çук. Пĕтĕм çын хăйĕн чĕлхипе мухтанать. Пур халăхăн та хăйĕн чĕлхине упрамалла, пĕлмелле. «Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа вилет, çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех», - тенĕ И.Я.Яковлев.



29 апреля 2011
00:00
Поделиться