Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăвана манакан çын хисепсĕр

Чăваш чĕлхи - манăн тăван чĕлхе. Ку чĕлхепе эпĕ хаçат-журнал, кĕнеке вулатăп, чăвашла передачăсем куратăп. Çак чĕлхепе эпĕ атте-аннепе, юлташсемпе, кÿршĕсемпе калаçатăп.

Чăвашлах шухăшлатăп, чăвашлах тăван тавралăх илемĕпе килĕнетĕп. Чăвашла тĕрĕс çырма тăрăшатăп, сăвăсем хайлатăп. Пирĕн халăх мĕн авалтан çамрăксене хăйĕн тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ, тăван чĕлхерен писекен çынсене питленĕ. Ашшĕ-амăшĕ чĕлхине манакан çын хисепсĕр. Хăш-пĕрисем хулана тухса каяççĕ те тăван чĕлхене манма тăрăшаççĕ. Тăван чĕлхепе тĕрĕс калаçасси - çыннăн культура шайĕ, таса та илемлĕ чĕлхепе калаçакан çынна итлеме те кăмăллă. Çемçе чĕлхепе вĕçĕмсĕр калаçас та калаçас килет. Урăх хулана кайсан та тăван чĕлхешĕн тунсăхлатăп.

Чăваш чĕлхи вăл - аннен сăпка юррийĕ, аттен илемлĕ ташши, асаннен юмахĕ, асаттен ăслă канашĕ.

Ман шутпа, чăваш чĕлхи пулсан - эпир пуян, чăваш чĕлхи пулсан - эпир хастар та маттур, эпир - сăпайлă та тарават, ĕçчен те вăр-вар.

Малашне те пуян чĕлхене чунтан юратма, упрама тăрăшăп.



29 апреля 2011
00:00
Поделиться