Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уявра çул çÿрев

Чăваш халăхĕн чи чаплă уявĕ - чăваш чĕлхи кунĕ. Çавна май Кĕлкеш шкулĕн ачисен республикăн тĕп хулине кайса килес кăмăл çуралчĕ. Шкул администрацийĕ çак шухăша кăмăлларĕ. Çапла вара 5-6 класс ачисем (ертÿçисем С.Романова тата Л.Виноградова) хаваспах экскурсие кайса килчĕç.

Çул çÿрев çав тери интереслĕ те анлă пулчĕ. Чи малтанах ачасем юратнă «Тантăш» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç. Унтан Шупашкарти заливра Наци музейĕнче пулса тавра курăма пуянлатрĕç, хулари историллĕ те интереслĕ вырăнсемпе паллашрĕç.

Чăваш академи драма театрĕн чи лайăх артисчĕсенчен пĕринпе В.Семеновпа çума-çуммăн тăрса курса калаçни ачасемшĕн - чи асамлă кун пулса тăчĕ. Çав тери интереслĕ те хăйне евĕрлĕ калаçу пулчĕ вăл. Аякри ялта пурăнакан ачасемшĕн чăн-чăн савăнăç. Владимир Валентинович ачасемпе чăн чăвашла, чăваш улăпĕ евĕр, хăватлăн та ăшшăн, тап-таса та илемлĕ калаçу шĕкĕлчерĕ. Ачасем, артистсем те хăйсем пекех ачалăхран тухнă тата чăваш чĕлхине, тăван çĕршыва чунтан юратакан çынсем иккенне лайăх туйса илчĕç, çуралнă кун ячĕпе саламларĕç. Ачасен хаваслă та ĕçлĕ çул çÿревĕ Чăваш академи драма театрĕнче «Укçа чул кастарать» спектакль курнипе вĕçленчĕ. Спекталь хăйĕн тарăн шухăшĕпе тата артистсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕ.



29 апреля 2011
00:00
Поделиться