Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмарти АТПна – 80 çул

Транспорт хатĕрĕ пирĕн паянхи пурнăçра тĕп вырăн йышăнать. Обществăлла транспорт пĕлтерĕшĕ те пысăк. Кашни кунах халăх йышлăн ялсенчен район центрне ĕçе килет. Тата теприсем тĕп хулана çул тытаççĕ. Камăн ăçта каймалла, АТП автобусĕсем кирлĕ çĕре илсе çитереççĕ.

Халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тĕллевпе 1929 çулта пирĕн республикăра «Чувашавтотранс» йĕркеленнĕ. Патшалăхăн çĕнĕ предприятийĕ республика шайĕнче тавар тата пассажирсене турттарассине тивĕçтернĕ. Çав вăхăтра пĕртен-пĕр автобус маршручĕ пулнă: Шупашкар - Канаш. Çак рейс халăхра анлă сарăлнă пулнă, 26 вырăнлă автобуссем 56-60 пассажир таранах илсе çÿренĕ. Водительсен ĕç условийĕсем йывăр пулнă - çулсем пулман. Çавăнпа та малтанхи çулсенче «Чувашавтотранс» тавара, халăха турттарма автомобиль транспорчĕсĕр пуçне лашасемпе те усă курнă. 1929 çулта «Дортранс» йĕркеленсен Чăваш АССРĕнче çул-йĕр тăвасси тата юсасси çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçлаççĕ.

1931 çулхи январьте ЧАССРта «Союзтранс» Чăваш облаçĕн кантурĕ йĕркеленнĕ. Вăл хăй тĕллĕн 1931 çулхи апрель уйăхĕнчен ĕçлеме пуçланă, унччен Чăвашри кантур «Союзтрансăн» Чулхула облаçĕн кантурĕн шутне кĕнĕ. Çапла 1931 çулхи апрель уйăхĕнче Вăрмарти тата Тĕрлемесри чукун çул станцийĕсенче агент пункчĕсем йĕркеленнĕ. Вăрмарти агент пункчĕн директорĕ Сапожников хушаматлă çын пулнă. Çак датăран пуçланать те ĕнтĕ Вăрмарти АТП историйĕ. 1939 çулта Вăрмар - Кайпĕç (Тутар АССРне кĕрет) çĕнĕ рейс уçăлать. 1940 çулта икĕ автобуслă пассажирсен автопаркĕн Вăрмар - Кайпĕç линийĕ çинче 14 сехет таранччен ĕçлемелле пулнă. 1954 çулхи сентябрь уйăхĕнче Вăрмарти автотранспорт контори йĕркеленнĕ. Пĕрремĕш автомашинăсем панă. 1955 çулта АТК начальникĕ П.Уханов, 1956 çултан В.Григорьев ĕçленĕ.

1966 çулта АТПна 42 автомашина параççĕ. Çав вăхăтсенче предприяти ĕçченĕсем çулталăк планĕсене çулран çул ирттерсе тултарса пынă. Малтанхи çулсенче çак предприяти Канашри автотранспорт пĕрлешĕвĕн филиалĕ кăна пулнă. 1993 çултан вĕсенчен уйрăлса хамăр районта уйрăм предприяти туса хунă. Халĕ вăл «Чувашавтотранс» ПУП Вăрмарти филиалĕ шутланса тăрать.

Паянхи кун Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче 80 çынна яхăн ĕçлет. Валерий Николаевич Васильев предприяти пуçлăхĕнче 2004 çултанпа чунне парса тăрăшать, сотрудникĕсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Автопарк çĕнелсех пырать темелле. Пурĕ 22 автобус, груз турттармалли 3 автомашина, 2 çăмăл автомобиль. 2009 çулта Республика кунĕ Вăрмар районĕнче иртнĕ çул АТПна 8 çĕнĕ автобус панăччĕ. Унччен маларах кăна-ха, 1995 çулта, пĕрремĕш хутчен 8 çĕнĕ автобус таранччен тивĕçнĕ предприятие.

Предприятин Хисеп кĕнекине аварисĕр ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ çак водительсене кĕртнĕ: И.Семенов, А.Евстафьев (2 степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденне илнĕ), П.Демидов, А.Мефодьев, К.Аваков, М.Федоров, Н.Кузьмин, Н.Егоров (Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, заправщикрен пуçласа аслă диспетчер таран ĕçлесе çитнĕ), Н.Данилов, Б.Левин тата ыттисем те. Нумай çул хушши тата паянхи кунччен лайăх ĕçленĕшĕн О.Андреевпа А.Герасимов водительсем «РФ Хисеплĕ автотранспортникĕ» ята тивĕçнĕ. 2010 çулта З.Романова, Ю.Васильев, В.Никитин, Н.Иванов «Шыв тата çул-йĕр çинчи çыхăну Управленийĕ йĕркеленнĕренпе 200 çул çитнĕ ятпа» асăнмалăх паллăна тивĕçнĕ. М.Сорокин пĕрремĕш класлă водитель, РФ Транспорт министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Паянхи кун уйрăм çын предпринимательсем АТПăн «Шупашкар - Вăрмар», «Куславкка - Тĕрлемес» 20 рейсне арендăна илнĕ, 12 рейсне АТП водителĕсем хăйсем пурнăçлаççĕ. 18 муниципаллă маршрутпа халăха район центрне кашни ялтанах турттараççĕ тесен те йăнăш пулмасть. Уйрăм çынсем хăйсен автотранспорчĕпе халăха турттарасси аталанса пынине пула Вăрмарти АТПăн автобусĕсем илсе çÿрекен пассажирсен шучĕ çулран çул чакса пыни курăнать. Автотранспорт предприятийĕнче халĕ 32 водитель, 8 кондуктор тăрăшать. Автобуспа тăтăшах çÿрекен вĕсене сăнран, хăшĕсене ятран та паллать ĕнтĕ. Нина Александрова кондуктор пирки ырăпа асăнаççĕ пассажирсем. Ĕç планне те вăл яланах тултарса пырать, халăхпа кăмăллăн хутшăнса ĕçлет.

Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ 2010 çулхи тĕп кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикинчи 9 предприяти хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă.



29 апреля 2011
00:00
Поделиться