Нумай ачаллă çемьесене – çĕр пайĕсем
– Кама параççĕ-ха тÿлевсĕр майпа Вăрмар районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчи çĕр участокĕсене?
– Вăрмар районĕн тата ял тăрăхĕсен муниципаллă харпăрлăхĕсенчи çĕр пайĕсене уйрăм çурт-йĕр хăпартма 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш ача çуратнă (усрава илнĕ) çемьесене пурăнмалли хваттер е çурт пуррипе çуккине пăхмасăрах параççĕ, енчен те нумай ачаллă çемьере çул çитнĕ пĕр çемье членĕ хула е ял тăрăхĕн администрацийĕнче хваттер е çуртлă пулма учетра тăрать пулсан.
– Уйăрса паракан çĕр лаптăкĕн хуçисем ăçта пурăннинчен килет-и?
–Уйрăм çурт хăпартма тата хушма хуçалăх йĕркелесе пыма, дача тума паракан çĕр лаптăкĕсене халăх пурăнакан вырăнта параççĕ. Çĕр пайĕсене уйăрса, хатĕрлесе хунă. Енчен те пулас çĕр хуçисем участок вырăнĕпе килĕшмесен, урăх çĕрте вырнаçнă çĕре йышăнма пултараççĕ. Палăртса хăвармалла: çак çĕр участокне нумай ачаллă çемьене пĕр хутчен кăна параççĕ, çавăнпа та çĕр лаптăкĕ çемьери кашни членăн пĕрлехи харпăрлăхĕ пулса тăрать.
– Саккунпа килĕшÿллĕн çăмăллăхлă майсемпе çутă, шыв кĕртессине, çул хывассине пăхса тухнă-ши? Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, электричество, шыв кĕртме сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ.
– Нумай ачаллă çемьесене инженери инфратытăм пур çĕр лаптăкĕсем пама палăртнă. Хула, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен уйăрса паракан çĕр участокĕсен коммуникаци системи çывăхĕнчен аякра вырнаçмалла маррине шута илмелле.
– Уйăрса паракан çĕр участокĕсен калăпăшĕсем мĕнлерех-ши?
– Пирĕн районта уйрăм çурт-йĕр хăпартма – 0,15 гектар, уйрăм хушма хуçалăх йĕркелесе пыма – 0,30, дача хăпартма – 0,10 гектар уйăрма палăртнă.
– Ăçта пымалла-ха тÿлевсĕр çĕр пайĕсем илме ирĕк пур нумай ачаллă çемьесен?
– Тÿлевсĕр майпа çĕр участокне харпăрлăха илме ашшĕ-амăшĕсенчен пĕрин чи малтанах Вăрмар хула е ял тăрăхĕсен администрацийĕсене пымалла.
ПĔлме: Чăваш Республикинче 18 çула çитмен ачасем çитĕнекен нумай ачаллă çемьесем 8 пин ытла. 2011 çулта 2 пине яхăн çемье виççĕмĕш е тата ытларах ачаллă пулма хатĕрленет.