Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ хваттер - чăн савăнăç

Вăрмар поселокĕнчи Порфирьев урамĕнчи 8-мĕш çурта хăпартассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи чылай ĕçсем туса ирттерчĕ. Халĕ ăна хута янă та ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле каласан Европа шайĕнчи хваттерсенчен пĕрре те кая мар. Çак çуртăн 12 хваттерĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, салтаксен тăлăх арăмĕсем валли пулчĕ. Тепĕр 12 хваттерне вара поселокри Некрасов урамĕнче пурăннă, иртнĕ çул пушарта инкек тÿснĕ граждансене панă. Вĕсенчен пĕринпе Алексей Геннадьевич Сергеевпа тĕл пулма тÿр килчĕ. Вăл халĕ асăннă çуртăн 9-мĕш хваттерĕнче пурăнать. Пĕр пÿлĕмлĕ (пурĕ 36,73 тăваткал метр) хваттерте хăтлă та илемлĕ. Тутлă та техĕмлĕ апат хатĕрлеме кухня, çăвăнмалли пÿлĕм пур. Зал та пысăк лаптăк йышăнать. Вĕсене пурне те шал енчен капăрлатнă. Уçăлма тухма балкон пур. Некрасов урамĕнче пурăннисемшĕн çĕнĕ хваттерсем пани чăн-чăн савăнăç пулчĕ. А.Сергеев тата ыттисем те район администрацин яваплă çыннисене çурт-йĕр ыйтăвне кĕске вăхăтра татса пама пулăшнăшăн ырă сăмахсем калаççĕ.


АУ Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав"


"Урмарская районная газета"
27 мая 2011
00:00
Поделиться