Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çулсем çил пек хыçа юлаççĕ

Сисĕнмесĕр вĕçеççĕ ачалăхри кунсем. Тин кăна атте-аннесем ача садне леçсе хăваратчĕç, çурăм çине сумкка çакса алла пысăк чечек çыххи тытса пуçламăш хут шкула кайни ĕнер кăна пулнă пек туйăнать. Шухăшлатпăр та - унтанпа тăхăр çул иртсе кайрĕ, тăхăр вĕренÿ çулĕ хыçа тăрса юлчĕ. Тăхăр çул хушшинче тĕрлĕ учительсем вĕрентрĕç пире, тĕрлĕ характерлă ачасене, хăйсен чун ăшшине парса, тарăн пĕлÿ пама тăрăшса пурнăç çулĕ çине тăма пулăшрĕç.

Тикаш. Акă эпир, кăçал 9-мĕш класран вĕренсе тухакан 5 хĕрпе 3 яш ача, шкулпа сыв пуллашас саманта хурланса кĕтсе илтĕмĕр.

Пирĕн пĕрремĕш вĕрентекенсем: Хĕрлĕçыр шкулĕнче вĕрентнĕ Людмила Витальевна (Мăнçырмасем), Ирина Юрьевна, Людмила Вольтовна, Тикаш шкулĕнче вĕрентнĕ Галина Петровна. Вĕсем пире, пурнăçа ытла та айванла ăнланакансене, кĕнеке-тетрадьпе, ручка-кăранташпа мĕнле усă курмаллине кăшт кăна тавçăракансене, чăн-чăн шкул ачин мĕнле пулмаллине кĕске вăхăтрах вĕрентме пултарчĕç.

5-мĕш класа пырсан пире класс алăкĕ умĕнче ăшшăн пăхакан, илĕртÿллĕ кулăпа çиçекен, çемçе те çепĕç калаçăвĕпе тыткăнлакан вĕрентекен кĕтсе илчĕ. Ку - пирĕн пулас класс ертÿçи Татьяна Алексеевна Иванова иккен. 5 çул хушши вăл пирĕншĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнче пулчĕ, пурнăçра мĕнле пулмаллине вĕрентнисĕр пуçне иккĕмĕш тăван чĕлхен - вырăс чĕлхин вăрттăнлăхĕсене ăша хывма, тĕнче литературинчен пĕрре те кая юлман вырăс литературин шедеврĕсемпе паллаштарчĕ.

«Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕнрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлÿ илме пулăшать. Пĕр чĕлхене кăна пĕлнипе кăнăçни çын тавра курăмне ирĕксĕрех ансăрлатать», - М.Я.Сироткин çырнă çак йĕркесене час-часах аса илтеретчĕ тăван чĕлхе çепĕçлĕхне, унăн пуянлăхне алла илме вĕрентекен Зоя Даниловна. Тăван чĕлхене тарăнрах пĕлес тесен тăван литературăна та юратмалла, нумай вуламалла.

«Икĕ чĕлхе - икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс», - çапла хакланă И.Я.Яковлев нумай чĕлхе пĕлекенсене картса. Тăван чĕлхе пуянлăхне аван пĕлекен çын ытти чĕлхесене те хăвăртрах тата ансатрах вĕренсе çитме пултарни пирĕншĕн паллă. Виççĕмĕш чĕлхене - акăлчан чĕлхине вырăспа чăваш чĕлхисене пĕлнĕ пекех пĕлекен тăван тесе Наталья Николаевна чунтан тăрăшать. Виççĕмĕш чĕлхене - ют чĕлхене пĕлни пире пурнăç сукмакĕпе çирĕпрех утма май уçса парать.

Уроксăр пуçне шкул ĕçĕпе çыхăннă ытти нумай тĕрлĕ ĕçе тума, нумай ыйтăва татса пама, час-часах тĕрлĕрен ĕçсемпе тухса çÿреме лекет Николай Ивановичăн. Вăл пирĕн шкул директорĕ. Директорăн йывăр лавне ăнăçлă туртса пынипе пĕрлех пире вăл географи вĕрентет.

Истори, общество предмечĕсене Николай Анатольевич вĕрентет. Пилĕк çул хушшинче вăл пирĕн эрăчченхи пурнăçран пуçласа паянхи куна çитиччен ертсе пычĕ. Миçе ĕмĕр пурнăçĕпе, миçе вăрçă историйĕпе паллаштармарĕ пуль вăл пире.

«Математика - точная наука» - тесе ăнлантарать пире тăватă предметпа - алгебра, географи, информатика, физика - вĕрентекен Надежда Михайловна. Шкулта 23 çул ĕçлекенскер, хăйĕн ĕçне вăл чунтан юратать, эпир часах ăнкарса илеймесен темиçе хут та каласа ăнлантарать, эпир пĕлменни пĕр тема та тăрса ан юлтăр тесе тăрăшать. Надежда Михайловна ертсе пыракан предметсене юратса вĕренмесĕр тăма май та çук: хуть те ăçта вĕренме каяс пулсан та математикăпа экзамен мĕнле тытма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Химипе биологи предмечĕсене вĕрентекен Светлана Нектариевна класа пырса кĕрсен хĕл кунĕнче те хĕвел пăхса янă пекех туйăнать. Вăл пирĕнпе хăйĕнпе тантăш çынсемпе калаçнă пек калаçать, ăнланмалла та çăмăл чĕлхепе çĕнĕ темăна пирĕн пата çитерет. Лаборатори ĕçĕсем нумай ирттерсе, тĕрлĕрен задачăсем шутласа вĕреннĕ темăна çирĕплетме пулăшать. Учитель ĕçне чĕре хушнипе суйласа илнĕ вăл.

Сывлăха çирĕплетес, сывă пурнăç йĕркипе паллаштарса ăна пурнăçа кĕртес тесе кунран-кун ырми-канми тăрăшать физкультура урокĕсене ирттерекен Олег Геннадьевич. Вăл тăрăшни харама кайманни куç кĕрет: урокра илнĕ пĕлÿпе хăнăхусем пире районта пулса иртнĕ ăмăртусенче малти вырăна тухма пулăшрĕç.

Ачасемшĕн те, пысăккисемшĕн те чи çывăх тус тесе калас килет Людмила Витальевна пирки. Вăл пире тăван ен культурине вĕрентет, çав вăхăтрах шкулта воспитани ыйтăвĕпе туса ирттермелли ĕçсене пурне те пурнăçлама ĕлкĕрет. Кашни кунах уроксем хыççăн ачасем хушшинче курма пулать ăста педагога. Людмила Витальевна урокĕсенче эпир чăваш халăх пурнăçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, йăли-йĕркипе, уявĕсемпе паллашрăмăр. Сăпайлă та тарăн пĕлÿллĕ вĕрентекен учитель профессине суйласа илсе пĕрре те йăнăшман, 9-мĕш класра вĕрентмен пулсан та 21 çул хушши директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе заместитель пулса ĕçленĕ Валентина Николаевна Александрова пирки ырă сăмах каламасăр май çук. Пĕрремĕш класран пуçласа саккăрмĕш класс таранччен вăл пирĕнпе тÿрремĕн çыхăнса ĕçленĕ. Кашни эрнере ирттерекен шкул линейкинче, класри ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче яланах тухса калаçатчĕ Валентина Николаевна. Хăйĕн çепĕç саслă усăллă калаçăвĕпе тарăн пĕлÿллĕ вĕрентекен пирĕншĕн ырă тĕслĕх çăл куçĕ пулса тăрать.

Çакăн пек ырă кăмăллă, тарăн пĕлÿллĕ, ачасене хăйсемпе тан шутлакан учительсем вĕрентеççĕ пире 9-мĕш класра. Çавăнпа та юлашки шăнкăрав пирĕншĕн ытла та тунсăхлăн та хурлăхлăн янăрарĕ. Малта - пирĕн пĕлĕве кăтартакан экзаменсем. Кам пĕр-пĕр вĕренÿ заведенине çул тытĕ, хăшĕ-пĕрисем вĕренĕве малалла вăтам шкулта тăсĕç, анчах та ăсату каçĕ пуриншĕн те пĕрех пулĕ.

Кивĕ Вăрмар. Кашни çулах вун пĕрмĕш класра вĕренсе тухакансемшĕн вĕçĕнче юлашки шăнкăрав янăрать. Çак шăнкăрав сасси шкултан вĕренсе тухакансене тăван шкулпа, юратнă вĕрентекенсемпе, кĕçĕн юлташĕсемпе сыв пуллашма шăнкăртатать. Кăçал ку шăнкăрав çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче янăрарĕ. Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулти 11-мĕш класран вĕренсе тухакан вун тăватă хĕрпе каччă чĕрине те хумхантарчĕ. 9-мĕш класри 10 ачана та çак кун юлашки шăнкăрав сассине илтсе чунĕсене пăлхантарчĕç. Тен, вĕсенчен хăш те пулин тăван шкулпа сыв пулашма шутлаççĕ. Ачасен юлашки шăнкăрав уявне ашшĕ-амăшĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин ертÿçи Н.Петров, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Т.Павлова саламларĕç, экзаменсене лайăх тытса пурнăçра хăйсене килĕшекен профессине суйласа илме сунчĕç. Ачасем те вĕрентекенсене тав туса ырă сăмахсем каларĕç, тăван шкулпа яланах çыхăну тытма сăмах пачĕç. Хăшĕ-пĕрин чунĕсем пăлханнипе куçĕсем те шывланчĕç. Вĕренÿре палăрнă тата конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă О.Павлова (11-мĕш класс), С.Михайлова (9-мĕш класс) Хисеп грамотисем илме тивĕçлĕ пулчĕç. 11-мĕш класра вĕренекен В.Ивановапа И.Галимов, 11-мĕш класри О.Павловапа С.Соловьев юлашки шăнкăравпа ачасене класа ăсатрĕç.



31 мая 2011
00:00
Поделиться