Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

60 çул пĕрле

Çак кунсенче Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Николай Гурьевичпа унăн çывăх мăшăрĕ Мария Филипповна пĕрлешсе йăва çавăрнăранпа 60 çул çитнине палăртса уявлаççĕ. Иккĕшĕ те сакăр теçетке урлă каçнă пулин те тăван кил ăшшине упраса хуçалăхра йĕркелесе тăраççĕ, пĕр-пĕрне ăнланса килĕштерсе пурăнаççĕ. Кунсем хыççăн çулсем иртеççĕ, сывлăхĕсем чылай хавшанă пулин те, кил таврашĕнче тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Пурнăç кукри-макри самаях авнă вĕсене. Анчах çулсем пуснă пулсан та куçĕсенче пурнăç шевли вылять. Пĕр-пĕрне ăнланса та килĕштерсе пурăнни вĕсене вăй-хăват парса тăрать.

Çемье пуçлăхĕ Н.Гурьев 1927 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче Урнар ялĕнче çуралнă. Амăшĕ нумаях пурăнайман, çĕре кĕнĕ. Вун виçĕ çултах колхозра ĕçлеме пуçланă, пĕтĕм йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Хаяр вăрçă пуçлансан ашшĕ тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Сахал мар хура-шур тÿсме тивнĕ Микулайăн. Колхоз çĕрĕсене сухаламалла, акмалла, тыр-пула пухса кĕртмелле тата кил хуçалăхне тытса пымалла пулнă. Çемьере чи асли пулнă май, пĕтĕм ĕç ун çине тиеннĕ. Çав вăхăтрах хăй Урнарти вăтам шкулта вунă класа ăнăçлăн вĕренсе пĕтерет, Улатăрти вăрман техникумне вĕренме кĕрет. Анчах та пурнăçĕ йывăр пирки икĕ уйăхран пăрахса киле таврăнать.

1948 çулта Н.Гурьев Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводĕнче ĕçлеме пуçлать: карьертан лашапа хăйăр турттарать, кăмакаран тачкăпа вĕри кирпĕч кăларать.

Малалла сăмах мăшăрĕ çинчен пырĕ. Мария Филипповна 1924 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче çуралса колхозра вăй хурса ÿснĕ. Унăн пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Вăрçă пуçлансан çамрăклах выçăллă-тутăллă иртнĕ. Тăраниччен çывăрса та курман. Хĕвел анса лариччен колхоз уй-хирĕнче тăрăшнă, тул çутăлма пуçласан вара каллех ĕçе кÿлĕннĕ. 1943 çулта вăл Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводĕнче, районти чи пысăк предприятисенчен пĕринче ĕçлеме тытăннă. Çакăнта тĕл пулаççĕ те хастар çамрăксем. Микулай ĕçчен те сăпайлă хĕре куç хывнă. Николай Гурьевич çамрăк чухне Марье мĕн тери хитре хĕр пулнине халĕ те аса илет.

1951 çулхи майăн 28-мĕшĕнче вĕсем пĕрлешеççĕ. Ир-ирех завод гудокĕ çамрăк мăшăра ĕçе йыхăрать. Вĕсем çĕршыв валли чăтăмлă, юрăхлă материал, вĕри кăмакара хĕртсе çирĕплетнĕ кирпĕч кăларнă çĕрте тăрăшаççĕ. Майĕпен уралансан кирпĕч завочĕ çумĕнчи çĕнĕ урамра çурт хăпартса лартаççĕ. Каярах Николай Гурьевича склад ертÿçине уйăрса лартаççĕ.

Ватлăхра савăнмалăх вĕсем 5 хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Ача-пăча çитĕнтерме ансатах мар. Ачисем те ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илнĕ, ĕçчен те пултаруллă, тÿрĕ чунлă, вĕреннĕ çынсем пулса тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Халĕ вĕсен 8 мăнук, 7 мăнукĕсен ачисем.

Вĕсем ачисене пурнăçа хаклама, савăнăçпа хуйха пайлама, çынна юратма, çынна пурăнма, хисепе тивĕç пулмалла тесе вĕрентнĕ.

Николай Гурьевич çав тери кăмăллă, ĕçчен, тăнлă, ятлă-сумлă çын. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тивет унăн: 25 çул заводра, 8 çул Атăл урлă хывнă кĕпере хуралланă (кунтан пенсие тухнă), шкулта кочегарта, хуралта ĕçленĕ. Хăй вăхăтĕнче обществăлла ĕçе хастар хутшăннă, райсовет, ялсовет депутачĕ пулнă. Ĕçне кура - хисепĕ. Вăл «Ĕçри хастарлăхшăн» медале, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята, тĕрлĕ Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Пĕр-икĕ сăмах ачисем пирки. Асли, Валентина, (1952 çулта çуралнă) çĕвĕç пулса Канаш хулинче, ун хыççăн «Шоркистринский» кооперативра вăй хунă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Галина (1955 ç.) бухгалтер-экономист пулса нумай çул хушши тĕрлĕ вырăнта тăрăшнă, çемйипе Казахстанра пурăннă, пăтăрмахсем пуçлансан тăван ене куçса килнĕ, кăçал пенсие тухрĕ. Людмила (1957 ç.) чылай вăхăт Камчаткăра пулăсем тытса консерва тăвакан заводра ĕçленĕ, пенсие тухнă. Кĕçĕннисем, тăван ялти Татьянăпа (1960 ç.) Тăвайри Елена (1961 ç.) ача сачĕсенче воспитатель пулса тăрăшаççĕ.

Ăшă кăмăллă ĕç ветеранĕсем, 87-ри Мария Филипповнапа 84 çулхи Николай Гурьевич Гурьевсем, ялта хăйсем çĕкленĕ хăтлă çуртра пурăнаççĕ. Кил ăшшине, çемье вучахне упраççĕ, темле лару-тăрура та ачисене усăллă сĕнÿ-канашсемпе пулăшаççĕ.

Çирĕп сывлăхпа, лăпкă пурнăçпа пурăнмалла пултăр сирĕн хисеплĕ ватăсем. Эпир сире юбилейпе пĕтĕм чун-чĕререн тухакан ырă сăмахсемпе саламлатпăр.



31 мая 2011
00:00
Поделиться