Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Манăçми çулсем, манăçми çынсем...

2010 çулта В.Алексеев « Это было недавно, это было давно» аса илÿсен кĕнекине кăларнăччĕ. Вăл вулакансене килĕшни палăрчĕ. Автор çак ярăма малалла тăсма шутлани пирки асăрхаттарнăччĕ. Шутлани пурнăçа кĕчĕ: кăçал Валерий Алексеевич тепĕр кĕнекине кун çути кăтартрĕ. Вăл «О знатных урмарцах, незабываемых встречах» ятлăскер, район историне çынсен кун-çулĕ витĕр уçса кăтартать.

«Эпĕ юлташăмсенчен, уйрăмах хамран çулпа аслăрах ĕçтешĕмсенчен чылай вĕрентĕм. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли нумайччĕ. Ăс-хакăлĕсемпе, ĕмĕт-тĕллевĕсемпе, хăйсене тыткаланипе вĕсем çынсене ертсе пыма, хавхалантарма пĕлетчĕç. Шанса панă тивĕçсене чунтан пурнăçлама тăрăшни сисĕнсех тăратчĕ. Вĕсене эпĕ çеç мар, ытти ертÿçĕсем те, вĕрентекен, ăспаруçă тесе хаклатчĕç.

Вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç анлăшĕнче ĕçпе е ытти лару-тăрура тĕл пулнă, хутшăннă паллă çынсен сăнарĕсене асра хăварасси канăç пами пулчĕ. Вăрмар район кун-çулĕнче уйрăмах паллă йĕр хăварнă ентешĕмĕрсем тата пирĕн тăрăхра яваплă тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнисем пирки хам мĕн пĕлнине, ас тунине хут çинче çырса хăварас тĕллевпе «Вăрмарсем, паллă çынсем тата манăçми çулсем» кĕнеке хатĕрлес терĕм».

Çапла шухăшпа çавраланнă та В.Алексеевăн кĕнекинче «Вăхăт тата çынсем» ятлă ум сăмах. Автор очерксенче Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ, яваплă должноçсенче вăй хунисем пирки çеç мар, ятарлă е аслă шкулсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл вăхăтри йĕркепе ĕçлеме янă çынсем çинчен ăшшăн çырса кăтартать. Акă А.Смирнова халалланă очерк. Александр Дмитриевич Канаш районĕнчи Чăваш Сурăм ялĕнче çуралса ÿснĕ.1942-1946 çулсенче вăл Вăрмар ВКП(б) райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче вăй хунă. Вак-тĕвекрен пуçласа чи пысăк ыйтусем таранах, калăпăр, «Пурте фронтшăн!» чĕнÿпе ĕçленĕ май, çĕнтерÿшĕн планпа мĕн палăртнине - пурне те патшалăха парассишĕн - яваплă пулнă. Вăхăчĕ çапла тăнă, кăра вăхăт пулнă. Мĕн хушнине, мĕн палăртнине пурнăçлаймарăн – çирĕп явап тытасси куç кĕрет. А.Смирнов пуçĕ çийĕн синкерлĕх явăнсах тăнă пулин те пур хăрушлăхран та, пур йывăрлăхран çĕнтерсе тухма мехел çитернĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсене чыслăн пурнăçланăшăн ăна 1946 çулта Ленин орденĕпе наградăланă. Ытти çулсенче тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă пулин те (Канаш хулинче типографи директорĕ, хула ĕçтăвкомĕн пурăнмалли хуçалăх пайĕн заведующийĕ) Вăрмар тăрăхĕнчен татăлса пурăнман: 1955-1959 çулсенче вăл Вăрмар райĕçтăвкомĕн председателĕ, унтан, 1966 çулччен, элеватор директорĕ.

А.Смирнов пирки «Шывра та путман, вутра та çунман» теме пулать.Вырăнти тавра пĕлÿçĕсем, тен, ун пирки пысăк тĕпчев ĕçех çырма пултарĕччĕç. Пуçламăшĕ пур: В.Алексеев 6 страницăран тăракан очеркра унăн сăнарне ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарса туллин уçса кăтартма тăрăшнă.

Вăрмар районĕн историйĕнче Г.Тимошенко ячĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă. Украинăра ÿссе çитĕннĕскер, Харьковри медицина институтĕнчен вĕренсе тухсан Чăваш çĕршывне килнĕ. Етĕрнери, Куславккари пульницасенче тăрăшнă. 30 çула яхăн Арапуçĕнчи сыватăшра тĕп врачра, хирургра ĕçленĕ. Г.Тимошенкăна халалланă очерка ăшă кăмăлпа, ырă туйăмпа çырнă, çавăнпа вуланăçемĕн куç умне паллă тухтăрăн сăнарĕ илемлĕн тухса тăрать. Ленин орденне тивĕçнĕ вăл, «РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ», «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ятсене илнĕ. Унтан та ытларах халăхăн ăшă сăмахĕсене нумай-нумай илтнĕ. Сăпайлă çын пирки çавăн пек аса илÿ хайлавне çырнине ырламалла çеç.

В.Алексеев 1976-1987 çулсенче компартин Вăрмар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнăскер, ĕçри тивĕçĕсене кура халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче тăрăшакансемпе çеç мар, районти культурăпа çут ĕçне йĕркелесе пыракансемпе те тачă хутшăнура пулнă, искусство ĕçченĕсемпе çывăх тăнă. Колхозсемпе совхозсем, заводсемпе фабрикăсем кĕрлесе тăнă чухне «чун тĕпчевçисем» районта пурнакансен чи кĕтнĕ хăнисем шутланнă. Акă кĕнеке авторĕ Чăваш халăх писателĕ В.Алендей вулакансемшĕн питĕ çывăх çыравçă пулнине аса илÿсемпе, тĕл пулусенчи ÿкерчĕксемпе уçса парать. Пиртен чылайăшĕ-ха В.Алендее ас тăвать - вăл тăван района çулленех килме тăрăшатчĕ, Шупашкарта тĕл пулсан килне хăнана чĕнетчĕ. Паллă ентеш - писатель пирки аса илнисене, çырнисене пухасчĕ, тен, кĕнекелĕхех пуçтарăнĕç. Пуçра пурри - çил çинче, çырса хуни - чул çинче.

Паттири Зайцевсем пирки калаçмалли те, çырмалли те пур. Пулăхлă, пархатарлă йăх. Ял хуçалăх ĕçченĕсем, вĕрентÿçĕсем, ăслăлăх ĕçченĕсем... Асăннă кĕнекере М.В.Зайцев тата Я.Н. Зайцев пирки çырнă очерксем пур. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пирĕн вулакансем лайăх пĕлеççĕ.

«Эпĕ ун чухне комсомол райкомĕнче ĕçлеттĕм. Михаил Васильевич пирки район пуçлăхĕсем вăл вăйлă ертÿçĕ, ăслă, çынсен ыйтăвĕ-нушисене ăнланнине калатчĕç. Май пулнă таран тăван района пулăшма тăрăшнине палăртатчĕç», - тет кĕнеке авторĕ. Ку чăнах та çаплине нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Тĕслĕхрен, Чупайри шкул çуртне хăпартас, Вăрмарти пĕрремĕш шкулăн йывăç çуртне салатса кирпĕчрен купалас ыйтусене татса пама М.Зайцевран пулăшу ыйтма тивнĕ.

Я.Зайцев - районти хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ, Халăх академикĕ, нумай кĕнекесен авторĕ. Паллă тăванĕсен пархатарлă çул-йĕрне вĕрентÿре, тавра пĕлÿ шыравĕнче, ăслăлăхра малалла тăсать. Унăн алли витĕр миçе кĕнеке калăпланса тухнине тÿрех шутласа та кăлараймăн. Миçе ачана тавра пĕлÿ ĕçне явăçтарман-ши, ăслăлăх енĕпе кайма хавхалантарман-ши;! В.Алексеев хăй те Я.Зайцевăн ĕçĕсемпе, уйрăмах «Родники памяти» кĕнекипе, тăтăшах усă курнине палăртать.

«Шанатăп: Вăрмар районĕнчи вăтам тата аслă ăрури ентешсем хушшинче çак ырă та сăпайлă çыннăн ятне пĕлеççĕ, астăваççĕ. Вăл пĕтĕм пурнăç тăршшĕпех çамрăк ăрăва пĕлÿпе воспитани парассишĕн тимленĕ, патшалăхпа общественноçшăн чи кирлĕ ĕçе - халăх вĕрентĕвĕн тытăмне ертсе пынă. Унăн ĕç опытне республикипе асăрхаса тăнă, шкулсенче, вĕрентÿ пайĕсенче сарнă», - тесе çырнă Н.Григорьев пирки. Вăл учительте, шкул директорĕнче, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕнче, меслетçĕре ĕçленĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ», «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. 1978 çулта Пĕтĕм Союзри учительсен съездне хутшăннă. Николай Григорьевич пирки автор питĕ ăш-пиллĕн çырса кăтартать. Очерка вуланăçемĕн куç умне сапăр кăмăллă, тарăн пĕлÿллĕ, пысăк эрудициллĕ, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă ырă çын сăнарĕ тухса тăрать.

Кĕнекере 38 очерк - портрет. Автор геройсен сăнарĕсене тĕрлĕ енлĕ кăтартма тăрăшнă: биографи факчĕсене ĕçри хутшăнусемпе çыхăнтарса кăтартнă. Пĕчĕк диалогсем, тÿрĕ пуплевсем хайлавсене чĕрĕлĕх кĕртеççĕ.

Кĕнекери геройсен пурнăçри çулĕсем тĕрлĕрен: кунта эпир Вăрмар районĕпе çеç мар, республикипех палăрнă ертÿçĕсем çинчен те (И.Сергеев, И.Иванов, А. Леонтьев), паллă юристсем (В.Федоров, Н.Яковлев, Т.Ефимов), ăслăлăх докторĕсем (Н.Егоров, Л.Кузнецова, Р.Михайлова), врачсем (Л.Чернов, Л.Иванов, И.Мадянов) тата ыттисем пирки те вуласа пĕлме пултаратпăр.

В.Алексеев çапла палăртать: «Чи кирли районшăн, халăхшăн нумай ыррине туса хăварнă ентешĕмĕрсене манманни. Вĕсем хăйсен вăхăчĕшĕн çеç мар, пуласлăхшăн та ырми-канми ĕçленĕ, ыррине ĕмĕтленнĕ, мĕн лайăххине пурнăçа кĕртме тăрăшнă. Халь тĕрлĕ ĕçре, тĕрлĕ шайра: ертÿçĕре-и, ял хуçалăхĕнче-и, промышленноçра-и, суту-илÿре-и, сывлăх сыхлавĕнче-и, йĕркелĕх хуралĕнче-и - аслисен тĕслĕхне шута хурса малалла талпăннине ырламалла çеç».



31 мая 2011
00:00
Поделиться