Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чикĕ хуралçисем хисепре

Энĕшпуçĕнче пурăнакансем, кунти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан

Майăн 28-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе службăра тăракан пограничниксем тата пограничник çарĕсен ветеранĕсем хăйсен уявне паллă турĕç.

шкулта вĕренекенсем, чикĕ хуралçи-ветерансем пограничник салтаксене халалласа çĕнĕ палăк - пограничник юпи уçма пуçтарăнчĕç. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район пуçлăхĕ В.Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕсем Ю.Соколов тата Д.Иванов хутшăнчĕç.

«Палăк уçас ĕçре пограничник-ветерансем, ялта пурăнакансем пуçарулăх кăтартрĕç. Вĕсен ĕç-хĕлне Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Николаев (Александр Владимирович хăй те икĕ çул хушши чикĕ хуралĕнче тăнă) йĕркелесе ертсе пычĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ вара çак пуçарулăха пурнăçлама пулăшрĕ», - палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов. Паянхи куна Раççейĕн погранçарĕсенче службăра Энĕшпуçĕнчи 45 çын пулнă. Вĕсенчен чи асли Виталий Кириллович Филиппов. Олег Анатольевич пограничниксене пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнса службăна (çав шутра чикĕ хуралçисем пулма та) тивĕçлĕ пулма сунчĕ. Вăрмар район пуçлăхĕ В.Павлов та чикĕ хуралĕн ветеранĕсене Пограничник кунĕ ячĕпе саламласа çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулмаллине палăртрĕ.

«Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан тăшман тапăнăвне шăп та пограничниксем хăйсем çине пĕрремĕш йышăннă. Чăннипех çапăçăва хастаррăн хутшăннă, парăнман, çавăнпа та пирĕн вĕсене ĕмĕрех асра тытмалла. Паянхи кун та Тăван çĕршывăн чиккине вичкĕн куçпа сыхлакансем вĕсем пограничниксем», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Владимирович хăйĕн сăмахĕнче. Çавăн пекех вăл хисеплĕ çынсене професси уявĕпе саламласа ăнăçу, сывлăх сунчĕ.

Çапла пирĕн районта тивĕçлĕ çынсем тăрăшнипе иккĕмĕш палăк - пограничник юпи - уçăлчĕ. Пĕрремĕшĕ 2009 çулта Вăрмар поселокĕнче уçăлнă пулнă.



03 июня 2011
00:00
Поделиться