Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Культура ĕçченĕсен ĕçĕ тĕрлĕрен

Кĕтеснерсем Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне анлăн паллă турĕç. Библиотека ĕçченĕсем ветерансене çавра сĕтел тавра пухрĕç.

Ял библиотекин историйĕ чăнах та пуян. Кĕтеснерсем малтан хаçат вулама вулав çуртне çÿренĕ. Вăл 1927 çулта уçăлнă. Ăна тытса тăма нимĕнле укçа та куçарман, çавăнпа кĕнеки те, хаçачĕ те сахал пулнă. Унтан вулав çурчĕ хурал пÿртне куçать. Çавăнта И.Семеновпа В.Мрзуков ĕçленĕ. Ял варринче йывăç клуб туса лартсан библиотека валли пÿлĕм уйăрнă. Библиотекаре Е.Алексеевана лартаççĕ. Вăл унта Çĕрпÿри библиотека техникумне пĕтернĕ хыççăн килнĕ. Е.Алексеева хыççăн А.Викторова, Г.Васильева библиотекăра вăй хураççĕ, ĕçе чуна парса ĕçленĕрен унта халăх хальхи пекех йышлăн çÿренĕ. Г.Васильева вара библиотекăра кăна мар, клуб заведующийĕ те пулса ĕçленĕ. Культурăра вăл 29 çул тăрăшнă. Калама çеç нимĕн те мар, анчах та çавăн чухлĕ çул хушши кил тăрăх çÿресе çынсене клуба юрлама пыма ÿкетлесси пĕртте çăмăл мар. Кĕтеснер библиотекинче вăй хунă çынсем хушшинче çамрăксем сахал мар - Л.Платонова, Н.Ларионова, О.Туринге, Т.Иванова, С.Васильева тата Г.Ефимова. Кĕске вăхăт кăна ĕçленĕ пулин те, вĕсем те ял библиотекин историне тăсакансем. Халĕ кунта С.Скворцовапа И.Германова тăрăшса вăй хураççĕ. Çав сăлтавпах ĕнтĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Федорова вĕсене Хисеп грамотисем парса чысларĕ, пухăннисене ялти ФАП заведующийĕ А.Скворцова, Культура çурчĕн директорĕ Л.Ломоносова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ А.Палайтиене уяв ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каларĕç, малашнехи ĕçре те çитĕнÿсем тума сĕнчĕç. Сăмах май каласан, вĕсем районти библиотекарьсен çăмăл атлетикăпа ирттернĕ Спартакиадинчен те çĕнтерÿпе таврăннă. Тĕслĕхрен, И.Германова 100 метра чупассипе те, кăшăл çавăрттарассипе те 1-мĕш, С.Скворцова 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Унсăр пуçне С.Скворцована Раççейри культура ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн республикăри комитечĕ Хисеп грамоти парса чысланă. Библиотека ĕçченĕсем Раççейри библиотекăсен кунне халалланă тата Кĕтеснер ял библиотекин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан презентацисем хатĕрленĕ. Вĕсене уява пухăннисем тимлĕн пăхса ларчĕç. Культура ĕçченĕсем вара илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.

Уява килнĕ ветерансен кашнинех каламалли тупăнчĕ. Пурте вĕсем ăшă туйăмпа, тулли кăмăлпа иртнине аса илсе калаçрĕç. Уява йĕркелекенсене хăйсене хисеплесе чĕннĕшĕн, çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн чĕререн тав турĕç. Малашне те тĕл пулма калаçса татăлчĕç.



03 июня 2011
00:00
Поделиться