Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малти малтан уявлать, ĕçре чунтан савăнать

Ку хутĕнче те «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи районта Акатуя чи малтан уявларĕ. Тĕш-тырă культурисене акса пĕтернĕ - эппин савăнмалли вăхăт çитрĕ.

Пĕлтĕрхи çанталăк çĕр ĕçченне çумăрпа савăнтармарĕ. Апла пулин те хуçалăх, ыттисемпе танлаштарсан, сахал мар тупăш илчĕ. Кăçал çанталăк ял ĕçченĕ майлă пуласшăн пулмалла - 1300 гектар çинче акнă кĕрхи культурăсем лайăх çитĕнеççĕ, 1000 гектар çине акнă çурхи культурăсем те кĕркунне тухăç парасса шантараççĕ. Тыр-пул тухăçĕ ăнса пулсан ăна тирпейлесе кĕртесси пирки те шухăшламалла.

- Çывăх вăхăтра йĕтеме юсамалла, тырă упрамалли складсене, тĕш тырăна типĕтмелли агрегатсене хута ямалла, - терĕ кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Николай Петрович Петров уява уçнă май.

Çанталăк çумăрлă пулнă пирки кăçал Киввăрмарсен Акатуйĕ кайăк-кĕшĕк фабрикин территорийĕпе унăн çывăхĕнче иртрĕ. Çавăнпа та хуçалăхра туса кăларакан кайăк-кĕшĕк продукцийĕ пирки каласа хăвармасăр çук. Иртнĕ çул 485 тонна кайăк-кĕшĕк аш-какайне туса илнĕ пулсан кăçал 570 тонна (вĕсенчен 70 тонна кăркка какайĕ) туса илме палăртнă.

Реконструкци хыççăн кăрккасем усрамалли фермăна хута янă. Паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен оборудованиллĕ ĕне вити те тăваççĕ.

Тавралăха тирпей-илем кĕртесси те малтисенчен пĕри. Акă пĕлтĕр кĕркунне район, ял тăрăхĕн тадминистрацийĕсем, фабрика ĕçченĕсем, ялти шкулта вĕренекенсем 4 пин, çуркунне 2,5 пин тĕп йывăç лартса хăварнă.

Уяв - уявпа, ĕç - ĕçпе. Çак эрнере хуçалăхра витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлеме тытăннă. Чăх-чĕпе ÿсме питĕ кирлĕ продукцие пĕлтĕрхи шăрăх çанталăкра та 271 тонна хатĕрленĕ пулсан, кăçалхи тĕллевсем татах та пысăкрах. Тĕш тырă культурисем лайăх аталанччăр, çум-курăк пусса ан илтĕр тесе уйсенче гербицид сапма та пуçланă. Умра - утăçи. Ун валли те техника юсавлă, çыннисем - хатĕр.

Çыннисем тенĕрен ĕçне кура - хисепĕ. Кăçал та Акатуйра дирекци тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн 10 çынна Хисеп грамотисем парса чысларĕ, парнесем пачĕ. 123 ĕçчен премисене тивĕçрĕ. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн пуçлăхĕ И.Дмитриев хăйсен ведомствин Хисеп грамотине Николай Петровича панă май çакăн пек ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсем пирĕн тăрăхра кăна мар, Раççейре те сахал пулнине палăртрĕ, ырă тĕслĕх ытти регионсене çитсен тата лайăх пулĕччĕ терĕ. Çавăн пекех Николай Петровича «Росгосстрах» компанин Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Алексеева тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн Тав çырăвĕ пачĕ, малалла та туслă ĕçлеме сунчĕ.

Район пуçлăхĕ В.Павлов уявпа саламланă май хуçалăхри çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ. Çакă ертÿçĕпе пĕрлех кунта ĕçлекенсемпе тÿрремĕн çыхăннине каларĕ, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен Н.Шестована, Д.Войков тракториста ЧР Президенчĕн стипендине илмелли сертификатсене пачĕ.

- Ял хуçалăхĕ - пур çĕршывăн та тĕп тытăмĕ, çавăнпа та ĕçченĕн пурнăçĕ курăмлă шайра пултăр тесе тăрăшасси пирĕн тĕп тĕллев, - çак сăмахсемпе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин. - Пирĕн хресченсен укçа ĕçлесе илме, кил-çурт лартса хуçалăх тытса ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ, ашшĕ-амăшне пулăшу пама пур майсем те пур. Ку енĕпе чи ăшă сăмахсене «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçченĕсем тивĕç. Виçĕ çул хушшинче вĕсем Кавал ял тăрăхĕн территорийĕнче усă курмасăр выртакан 700 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕç, çураки вăхăтĕнче 1000 гектар çинче тĕш тырă акса хăварчĕç. Çав мар-и вара район экономикине çĕклени, вăл малалла кайтăр тесе тăрăшни.

Константин Владимирович нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене район администрацийĕн Хисеп грамотисем парса наградăларĕ. Çавăн пекех хуçалăхра ĕçлекенсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов, «Шигали» ЯХПК ертÿçи, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Ульянов, чăх-чĕп чирĕсене хирĕç кĕрешекен регионти лаборатори директорĕн çумĕ М.Салахов саламларĕç. Чăваш эстрадин юрăçи С.Кувшинов ертсе пыракан ушкăн ял халăхне юрăсемпе савăнтарчĕ. Спорт вăййисем те ял халăхне нумай савăнăç кÿчĕç.



03 июня 2011
00:00
Поделиться