Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пур енлĕн аталанаççĕ

Шкул ачисемпе пĕрлех ача садне çÿрекенсен те хăйне майлă вĕренÿ çулталăкĕ вĕçленчĕ.

Аслăрах ушкăнрисем ача сачĕпе сыв пуллашрĕç. Майăн 25-мĕшĕнче Вăрмарти «Зоренька» 3-мĕш номерлĕ ача садĕнче «2010-2011 вĕренÿ çулĕнче ачасем мĕн вĕреннине пĕтĕмлетмелли» темăпа Уçă алăксен кунĕ иртрĕ. Кашни ушкăнрах воспитательсем çак кун мероприятисем ирттерчĕç: «Тавçăрулăх утравĕ» интеллектуаллă вăйă, ташă кружокне çÿрекенсен кăтартăвĕ, акăлчан чĕлхин кружокĕ, сĕтел çинче вылямалли интеллектуаллă вăйăсем (шашкăлла, доминолла вылясси, пазл пуçтарасси). Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене занятисенче еплерех тыткаланине курма пултарчĕç. Ку ача садĕнче логопед, психолог пурри ачасен аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

2010 çулхи ноябрь уйăхĕнчен шкул çулне çитмен ачасен вĕренÿ заведенийĕнче тÿлевлĕ хушма пĕлÿ памалли программа кĕртнĕ. Эрнере икĕ хутчен воспитательсем «Акăлчанла калаçатпăр», «Ритмика тата ташă» тÿлевлĕ занятисем ирттереççĕ. Шăпах Уçă алăксен кунĕнче ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисем çулталăк тăршшĕпе мĕн вĕреннине, мĕнлерех шайра ăс пухнине курчĕç.

Ачасем «Зоренька» ача садĕнче пур енлĕн аталанса пыраççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те ача сачĕн ĕçĕпе кăмăллă.



03 июня 2011
00:00
Поделиться