Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Савăнса чĕри юрлать

Нумаях пулмасть Кавалти культура çуртĕнче савăнăçлă уяв пулчĕ - вăл В.Табаковăн çуралнă кунĕпе çыхăнчĕ.

Владимир Михайлович Кавал ялĕнче пурăнать. Музыкăпа питĕ туслă. Апрелĕн 9-мĕшĕнче унăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ поэт-композитор «Савăнса чĕрем юрлать» темăпа çак каçа ирттерчĕ.

В.Табакова районĕпе пĕлмен çын та çук пулĕ. Сахал мар сăвăсем, кĕвĕсем çырать. Унăн юррисене халăх кăмăллать, итлеме, юрлама юратать. Хăйĕн юррисене вăл ашшĕ-амăшне, тăван яла, шкула, çывăх çынсене тата юратнă купăса халалланă. Вăл çырнă юрăсем: «Тăван ялăм, савнă ял!», «Кавал шкулĕ», «Анне, эсĕ чи хакли», «Атте, эсĕ чи пахи», «Тупрăм телей çеçкине», «Ветеран, сывă пул эс ялан!», «Кавал пулнă чаплă ял», «Кавалсем пĕрле ялан», «Савăнса чĕрем юрлать» тата ытти те. Асамлăн та çепĕççĕн, çав вăхăтра мăнаçлă янăраççĕ унăн юррисем. Çунат хушса таçта çити вĕçсе каяс килет вĕсене илтсен.

Купăса ăста калани, машинăна пĕчĕкренех юратни унăн ашшĕнчен Михаил Михайловичран нумай килет. Типтерлĕхе, тасалăха вара амăшĕ Фекла Ивановна вĕрентнĕ.

В.Табаковăн биографинчен: ялти вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетне ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ. Кĕске вăхăт хушши Чăрăшçырма шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Çара кайса Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ, унтан çар чаçĕн Тав çырăвĕпе таврăннă. Çирĕм пилĕк çул хушши халĕ Кавал шкулĕнче вăй хурать, ачасене музыкăна вĕрентет.

Унсăр пуçне шкул автобусĕпе ачасене кÿршĕ ялсенчен вĕренме илсе çÿрет. Техникăна юратнипе ĕнтĕ ăна шкул автобусне шанса панă. Унăн ĕç вырăнĕнче яланах тирпейлĕх хуçаланать. Техникăна юсавлă тытса тăрать.

Ĕçне кура - хисепĕ теççĕ. В.Табакова Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ ятне парса чыс тунă. Хисеп грамотисем, дипломсем, тав çырăвĕсем йышлă унăн. Владимир Михайлович аллинчи хут купăсăн е баянăн уçă та янăравлă сасси темле хуйхăна ÿкнĕ çынна та пуçне çĕклеме пулăшать. Пурнăçпа туллин киленсе пурăнма, савăнма вăй - хăват парать, çыннăн кăмăлне çĕклет. Музыкăсăр пуçне Владимир Михайловичăн тепĕр лайăх енĕ - çут çанталăка юратни. Кашни кĕркунне, çуркунне йывăçсем лартса таврана илем кÿрет. Кăçал 150 тĕпе яхăн йывăç лартрĕ. Вăл тăрăшнипе «Туслăх паркĕ» уçăлчĕ. Унта хурăн, чăрăш, хыр, çăка, хăва йывăççисем ешереççĕ. Вĕсене упраса хăварма йĕри-тавра карта тытнă. Кашни тĕпе шăварать, вĕсене пăхса çаврăнать, вĕсемпе киленет.

Пĕтĕм енĕпе пултаруллă вăл. Ял-йыш ăна хисеплени пултарулăх каçне пуçтарăннă куракансенчен палăрчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе унăн заместителĕ Ю.Соколов ăна район администрацийĕн грамотине парса чысларĕ. Кавал шкулĕнче ĕçлекен ентешĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева ырă сăмах каласа чыс турĕç. И.Таратин, А.Веселовский, В.Адюков, Н.Иванов, В.Дмитриева, Кудрявцевсен, Мясниковсен, Мучуковсен, Инжиртовсен, Андреевсен çемйисем, нумай çул хушши культура енĕпе ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Е.Федорова, С. Алжирова, Г.Инжиртов, Л.Табакова, И.Егорова тата нумайăшĕ чечексемпе парнесем парса чыс турĕç. Владимир Михайловича уяв ячĕпе чĕререн саламларĕç. Искусствăра çитĕнÿсем, çемьере телей, çирĕп сывлăх сунчĕç. Концерта хаваспах Кавал шкулĕнче вĕренекен ачасем, культура ĕçченĕсем активлă хутшăнчĕç. Концерта Маргарита мăшăрĕпе Арина хĕрĕ ертсе пычĕç. Зал куракансемпе тулчĕ, концерт пĕтсен те саланма васкамарĕç. Владимир Табаков куракансемпе пĕрле купăс каласа юрă юрларĕ. Пурне те хисеп туса пуçтарăннăшăн тав турĕ.

В.Табаков ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ Кавал ял тăрăхĕнче вырнаçнă ялсене те концертпа кайса пĕчĕк уяв туса пачĕ, халăха савăнтарчĕ.



03 июня 2011
00:00
Поделиться