Çыравçăпа тĕл пултăмăр
Студент пурнăçĕ кăлтăрмач пек пĕр чарăнмасăр çаврăнать. Паян - «Чăваш пики» ăмăрту, ыран - «Студентсен фестивалĕ», тепĕр кунне çыравçăпа тĕл пулни.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетĕнче çыравçăсемпе тĕл пулусем тăтăшах ирттереççĕ. Эпир, 4-мĕш курс студенчĕсем, Вăрмар районĕнчи Пĕчĕк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Ангелина Павловская çыравçăпа «Çавра сĕтел» ирттертĕмĕр. Сăлтавĕ - çыравçăн тепĕр кунне пичетленсе тухнă «Саланнă кĕлте» кĕнеки. Кĕнекене студентсем йышлăн вуласа тухнăччĕ. Унти повеçсемпе калавсене авторĕпе сÿтсе явас терĕмĕр.
«Çавра сĕтел» вăхăтĕнче çыравçăпа студентсем пĕр-пĕринпе хĕрÿллĕ калаçрĕç. Малтан Ангелина Ивановна хайлавсен историйĕсене кĕскен каласа пачĕ. Çав хушăра интереслĕ самантсене те аса илчĕ. Тĕл пулура çак хайлавсене тишкерсе тухрăмăр. Вĕсем: «Саланнă кĕлте», «Раштавăн саламĕ» тата «Ыраш шăркана иккĕ лармасть». А.Павловская çак хайлавсенче хальхи пурнăçри пăтăрмахсене çырса панă. Çыравçă тĕп сăнарăн çамрăклăхран пуçласа ватлăха çитичченхи пурнăçне кăтартнă. Вулакансене пăшăрхантаракан ыйтусене тĕплĕн çутатса панă. Хайлавсенче ăслă каларăшсем питĕ нумай. Вĕсем çамрăксене тĕрĕс çул суйласа илме вĕрентеççĕ. Хайлавра хускатнă ĕç-пулăма вĕренекенсем хăйсен куçĕпе курса хакларĕç. Кĕнеке пире пурнăç çулĕ çине тăриччен пуç тавра темиçе хутчен çавăрса шухăшлама ыйтать. Хальхи пурнăçра çакăн пек кĕнекесем питех те кирлĕ.
Пултаруллă çыравçăн кĕçех тепĕр кĕнеки пичетленсе тухмалла. Ăна вулакансем хаваспах кĕтеççĕ.