Ачасен савăнăç кулли
Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа шкул коллективĕпе культура çурчĕн ĕçченĕсем кашни çулах асра юлмалла паллă тума тăрăшаççĕ. Кăçал та çуллахи уйăхăн пĕрремĕш кунĕ çутă хĕвел ăшшипе тата савăнăçлă ачасен куллипе палăрса тăчĕ. Культура çурчĕн директорĕ Э.Кузнецова, илемлĕх ертÿçи тата шкулти музыка учителĕ Д.Белова тăрăшнипе ачасене халалласа клубра пысăк концерт иртрĕ. Малтанах Л.Романова залра пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Ачасем пире савăнăç кÿнине, хăйсен ăшшине парнеленине, вĕсем пирĕн пуласлăх та шанчăк пулнине палăртрĕ.
Çитĕнекен ăру малашлăх никĕсĕ пулнине кашниех чунпа туять, çавăнпа концерта ача-пăча çеç мар, аслă ăрури çынсем те нумай пынă. Кашнийĕнех ывăлĕ-хĕрĕ, мăнукĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнине курас килет. Ялти ача садне çÿрекен 5 çулти Камилла Гурьеваран пуçласа 8-мĕш класра вĕренекенсем таран хутшăнчĕç концерта. Савăнăçлă уява В.Митрофановапа Л.Сабитова «Ачаран» ятлă юрăпа пуçларĕç. Анне, телейлĕ ачалăх, çуралнă кун, Тăван çĕршыв, ырă ĕçсем çинчен шăранчĕç юрăсем. Ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе палăрса тăчĕç. Унччен илемлĕх ертÿçи пулса ĕçленĕ Л.Петров хăй çырнă юррисемпе куракансене паллаштарчĕ. Хĕвел çуттăн та ăшшăн çиçсен çитĕнекен ăру пурнăçĕ те çутă пулать, çакна асра тытса пĕчĕк артистсем концерта «Яланах хĕвел пултăр» юрăпа вĕçлерĕç.