Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Акара тар, кĕрекере сим юхтăр

Иртнĕ шăмат кун Вăрмар районĕнчи 58-мĕш Акатуй уявĕ иртрĕ.

Савăнăçлă кăмăл-туйăмпа пуçтарăнчĕç тĕп стадиона çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн пур кăмăлтан савăнса ирттермелли уява ĕç паттăрĕсем, çамрăксем, мăшăрсем, ачасем. Вăрмар халăхне уяв ячĕпе саламлама ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Л.Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн советникĕ В.Алексеев, «Акконд» АУОăн профсоюз комитечĕн председателĕ О.Михайлова, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин тата çак ентешлĕхĕн представителĕсем килсе çитрĕç. Уяв районти культура ĕçченĕсен илемлĕ ташшинчен пуçланчĕ, сцена çинчи ахаль ташă пулмарĕ ку, сюита çемĕпе акăш евĕр илемлĕ хусканусем турĕç хĕрарăмсем, чăваш тумĕ тăхăннă арçынсем вара ака тунине сăнласа кăтартрĕç. Акатуя Вăрмар район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В.Павлов уçрĕ, çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа пурне те саламларĕ. Чи хумхануллă самант - Чăваш Патшалăх ялавне хăпартасси, ăна хăпартма «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче хур пăхакан Е.Николаева тата «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче механизатор пулса тăрăшакан В.Петров тивĕçлĕ пулчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин районти çурхи ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă вĕçленĕ ятпа саламларĕ çĕр ĕçченĕсене. Сцена çинче акара палăрнă хуçалăхсене, çĕр ĕçченĕсене хаклă парнесемпе, дипломсемпе чысларĕç.

Уявăн официаллă пайĕ хыççăн районти художествăлла пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ иртрĕ. Çавăн пекех спорт мероприятийĕсем те пысăк активлăхпа иртрĕç.

(Тĕплĕнрех çитес номерте).



07 июня 2011
00:00
Поделиться