Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх фрончĕ пĕрлешме чĕнет

Иртнĕ эрнере райадминистрацин ларусен залĕнче районти обществăлла организаци представителĕсем пуçтарăнчĕç. Вĕсен ĕçне райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин та хутшăнчĕ. Кун йĕркине пĕр ыйту тăратнă: «Пĕтĕм Раççейри халăх фронтне йĕркелес деклараци çинчен». Ку ыйтупа райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕ. «Партин Раççейĕн кăнтăр пайне аталантарасси» конференцийĕнче «Единая Россия» парти председателĕ В.Путин «Единая Россия» партине обществăн сывă вăйĕсене халăх фронтне пĕрлештерме сĕнÿ панă. Мĕн пур политика вăйĕсем тăрăшнине пĕрлештермелли çакнашкал майпа тĕрлĕ çĕршывсенче тата тĕрлĕ политика вăйĕсем - сылтăмрисем те, сулахайрисем те, патриотсем те усă кураççĕ», - палăртнă вăл. Юрий Васильевич декларацин тĕп тезисĕсем çинче чарăнса тăнă. «Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн» тĕллевĕ - çĕршывăн тĕп ыйтăвĕсене татса памалли çĕнĕ шухăшсене çул уçса парасси, обществăри çамрăксен, хĕрарăмсен, ветерансен организацийĕсене, профсоюз пĕрлешĕвĕсене - пурне те çак пархатарлă ĕçе явăçтарасси. Декларацире çапла каланă: «Раççее юратакансене, унăн историне хисеплекенсене, çĕршыв пуласлăхĕшĕн, паянхи кунĕшĕн ĕçлеме хатĕррисене пурне те «Пĕтĕм Раççейри халăх фронтне» чĕнетпĕр».

Ăна сÿтсе явнă май хăйсен шухăшĕсене хĕрарăмсен районти Канашĕн председателĕ Г.Петрова, Вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти Канашĕн председателĕ Л.Голубева, Раççей Пенсионерĕсен районти Канашĕн председателĕ Р.Васильева, инвалидсен районти обществин председателĕ Э.Борисова, воин-афганецсен районти Канашĕн председателĕ О.Ильин, Раççей Пенси фончĕн районти Управленийĕн начальникĕ Г.Усков пĕлтернĕ.

Тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин районти ял тăрăхĕсенче, Вăрмар поселокĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес, ачасене ача садне, шкула вырнаçтарас, культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатас, пушă выртакан çĕрсене усă курас ыйтусене татса парас тĕллевпе пĕрлешсе ĕçлемелли çинчен каланă.

Ларăва хутшăнакансем пĕр саслăн пулса çÿлерех асăннă декларацие йышăннă, вăл обществăна пĕрлештерĕ.



07 июня 2011
00:00
Поделиться