Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă ĕçе ыр çын манмасть

«Вăрмар районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр» республикăри патшалăх учрежденийĕнче ĕçлекен Н.Александрова, Т.Малинкова, Е.Павлова, А.Иванова тата ыттисем те чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсене тивĕç. Пире, ватăсене, вĕсем манса кайманни, яла килсе тĕл пулусем туса панишĕн пирĕншĕн, ватăсемшĕн, чăннипех те паха. Тепĕр чух пĕр-пĕрне тахçан та курмастпăр, вара çакăн пек тĕл пулусенче эпир тахçанччен савăнатпăр. Акă нумаях пулмасть вĕсем пире, вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленисене, пĕрле пуçтарчĕç. Йывăр çулсене аса илсе вăрçăран таврăнайманнисене асăнса лартăмăр. Ку тĕл пулăва хамăр ял хĕрĕ Е.Александрова тата унпа пĕрле ĕçлекен ĕçтешĕсем клубра ирттерчĕç. Çак мероприяти вăхăтĕнче хамăр ялта çуралса ÿснĕ В.Александров вăрçăран таврăнайман салтаксене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хурса чыслама пулăшрĕ.

Вĕри чĕреллĕ, ăшă кăмăллă çынсем çинчен питĕ нумай çырас килет, анчах ват çыннăн алли те сурать, шухăшĕсем те улшăнаççĕ, апла пулин те чун-чĕререн пире тимлĕх уйăрнăшăн «Вăрмар районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр» ĕçченĕсене ыранхи уявпа саламласа çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿ, çемьере телей сунасшăн.



07 июня 2011
00:00
Поделиться