Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ытармалла мар илемлĕ пикесем

Кĕтеснерте ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа «Ытарайми пике» илем конкурсĕ иртрĕ. Унта 7 хĕр тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç. Вĕсен пултарулăхне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, хĕрарăмсен канашĕн пуçлăхĕ Л.Федорова, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Н.Васильева тата «Вăрмар пики-2011» конкурса хутшăннă Н.Николаева хак пачĕç. Конкурса А.Александрова, Э.Григорьева, Н.Захарова, Н.Дмитриева, И.Терентьева, Д.Антонова тата сцена çине пике пулса тухнă К.Емельянов хутшăнчĕç. Вĕсем куракансене хăйсемпе паллаштарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç тата жюри членĕсене хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе хăналарĕç. Пикесем залра ларакансене илĕртÿлĕхĕпе, çыпăçулăхĕпе тыткăнларĕç. Вĕсен ытармалла мар илемĕ, çаврăнăçулăхĕ уява капăрлатрĕ, савăнăçлă конкурс пĕр самантрах иртсе кайрĕ.

Хĕрсем кашниех вăл е ку номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç: Э.Григорьевапа К.Емельянова «Ытарайми пике», А.Александрова «Капăр пике», Н.Захарова «Сатур пике», И.Терентьева «Килĕшÿллĕ пике», Д.Антонова «Çыпăçуллă пике» тата Н.Дмитриева «Кăмăллă пике» ятсене тивĕçрĕç. Жюри вĕсене дипломсем тата парнесем парса чысларĕ, Н.Николаева кашнинех çĕнтерÿçĕ лентине çыхса ячĕ.



07 июня 2011
00:00
Поделиться