Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕр-кĕрлерĕ Вознесени

Йăлана кĕнĕ тăрăх яланах кĕçнерни кун килет çак уяв. Ăна кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленеççĕ Вăтакассем. Ку хутĕнче вăл июнĕн 2-мĕшĕнче иртрĕ. Чăн-чăн уяв пулса тăчĕ çынсемшĕн. Çак тараватлă та илемлĕ куншăн Турри те самаях тăрăшрĕ-тĕр. Çăл куç пек таса та тăрă тÿпере пĕр пĕлĕт татки те курăнмарĕ. Сар хĕвелĕ вара çутă пайăркисене йăлтах таврана сапаларĕ, ăшă кулă, савăнăç парнелерĕ.

Акă хаваслă самант вăхăчĕ те çитрĕ. 11 сехет тĕлĕнче Вăтакас ял чиркĕвĕнче Шупашкар тата Чăваш епархийĕн виççĕмĕш Благочиннăй округĕн благочиннăйĕ Гурий архимандрит тата Куснар чиркĕвĕн пачăшки (вăлах Вăтакасри чиркĕве те пăхса тăрать) Иван атте пухăннисемпе кĕлĕ ирттерчĕ. Вĕсем Турă саккунĕсене çирĕп пăхăнма хушса хăварчĕç, усал япаларан, йăла-йĕркерен хăтăлмаллине вĕрентрĕç.

Кĕлĕ иртсен ятарласа илемлетнĕ сцена умне илемлĕ кĕвĕ çеммипе вăйă карти çаврăнса тухрĕ. Чăваш юрри умлăн-хыçлăн шăранчĕ те шăранчĕ. Энĕш шывĕ çийĕн хаваслă сас таçта çитиех саланчĕ. Тата тепĕр интереслĕ самант: кунта урамсем хушшипе ирттерекен конкурс çулсерен аталанса, вăй илсе пырать. Урам историйĕ, мĕн авалтан епле пуçланса кайни, паллă çынсем, вăрçăра хутшăннисем çинчен пĕлме çитĕннисене çеç мар, çамрăк ăрусене те пĕлме интереслĕ. Ватăсемпе пĕрлех шăпăрлансене явăçтарни те питĕ вырăнлă. Малтан шала пытаннă талантсем ку хутĕнче çиеле тухрĕç. Мĕн тери илем, савăк таврара. Çак уява карăсенчен туса лартнă лавккасем те сăн кĕртрĕç. Тĕхĕмлĕ шашлăк шăрши те сăмсасене кăтăкларĕ. Пинерти тулли мар вăтам шкулта вĕрентекен физкультура учителĕ А.Петров куракансене спорт ăмăртăвне явăçтарчĕ. Ялти художество пултарулăхĕ хăйĕн илемлĕхне кăтартсан, сцена çине Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада çăлтăрĕсен ушкăнне йыхравларĕ. Ку хутĕнче Л.Васильева, В.Леонтьев тата Л.Федорова юрăçсем халăхпа пĕрле юрларĕç, ташларĕç, хавхалантарчĕç. Çак уява ирттерме спонсор пулса пулăшнă хамăр ял çыннине, «Балахнинская мебель» генеральнăй директорне Н.Зарева пуçа тайса тав тумалла. Вăл татах та пысăк парне турĕ: Вăтакас ялĕн чиркĕвне «ПАЗ» маркăллă автобус парнелерĕ. Манăн çакна калас килет: тăван ялшăн хыпса çунакан, чăн-чăн маттур чăваш арĕсем иксĕлмен-ха.



07 июня 2011
00:00
Поделиться