Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Самбистсем тупăшнă

Спорт ăмăртăвĕсем район центрĕнче пулса иртнине хăнăхса çитнĕ-ха эпир. Вырăна тухса ирттересси сайра тĕл пулать. Самбо енĕпе ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн уçă ăмăртăвĕ хальхинче Анаткас ялĕнче иртрĕ. Шкул территорийĕнчи площаде спортсменсем те, курма пынисем те йышлăн пухăннă. Ăçтан кăна килмен кунта: Шупашкар, Хусан, Канаш, Çĕрпÿ хулисемпе Вăрмар поселокĕнчен, Чурачăкран, Чулкасран тата Анаткасран. Пурĕ - 50 яхăн спортсмен. Пухăннисене райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев, Л.Уливанов тренер саламланă, спортсменсене ăнăçусем суннă. Часах ăмăртусем пуçланнă. Н.Сейфуллин, И.Никитин, Л.Уливанов тренерсем хăйсен спортсменĕсене тупăшăва чăннипех те лайăх хатĕрленĕ. Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăнсене çаксем çĕнсе илнĕ: 51 килограмм таран таякан спортсменсенчен С.Григорьев (Анаткас), 41 килограмлисенчен А.Семенов (Анаткас), 55 килограмлисенчен Д.Никитин (Вăрмар поселокĕ), 56 тата 68 килограмм таяканнисенчен С.Федотовпа К.Михайлов (Вăрмар поселокĕ).

Ăмăртăва йĕркелесе ирттерме район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Ямуков тата В.Григорьев (Анаткас) спонсорсем тивĕçлĕ тÿпе хывнă.



07 июня 2011
00:00
Поделиться