Чи лайăх шкул библиотеки
Шкул библиотекисем хушшинче район шайĕнче «Шкул библиотеки - вĕрентĕвĕн информаци ресурсĕ» ятпа конкурс иртнĕ. Конкурса 17 вĕрентÿ учрежденийĕ хутшăннă. «Ялти чи лайăх шкул библиотеки» номинацире библиотекарьсен ĕçне чи лайăх кăтартакан электронлă презентацисене Пысăк Енккассинчи вăтам, Кĕлкешри тата Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хатĕрленĕ тесе йышăннă. Пысăк Енккассинчи Алина Геннадьевна Сергеевана лайăх ĕçленĕшĕн райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн грамотипе, Кубокĕпе наградăланă.