Кану вăхăчĕ усăллă иртет
Çулла - ачасемшĕн чи телейлĕ те хаваслă вăхăт. Тинех çитрĕ кĕтнĕ каникул. Виçĕ уйăх - савăнăç, кану, вăйă-кулă. Çак вăхăта ачасем тĕрлĕрен ирттереççĕ: хăшĕ яла аслашшĕ-асламăшĕ патне каять, хăшĕ аякка - канма, хăш-пĕри ĕçе вырнаçать, тепри пултарулăх «лаççине» çÿрет.
Ача-пăча канăвĕ усăллă ирттĕр тесе районта кашни çулах «Романтика» канупа сывлăх лагерĕ ĕçлет. Ун ĕçне виçĕ сменăпа йĕркеленĕ. Кăçал пĕрремĕш смена июнĕн 11-мĕшĕнче пуçланать, унта 73 ача сывлăхне çирĕплетĕ. Виçĕ уйăх хушшинче пурĕ 146 шкул ачи лагерьте канĕ. Унсăр пуçне 13 ача Чăваш Енри «Белые камни», «Звездный» сиплев лагерĕсене кайнă.
Çавăн пекех 8 вĕрентÿ учрежденийĕнче кăнтăрла çÿремелли шкул çумĕнчи лагерьсем уçнă. Вĕсем Вăрмар, Мăнçырма, Пысăк Енккасси, Энĕшпуç, Чулкас, Чупай, Арапуç, Энтрияль шкулĕсенче ĕçлеççĕ, унта пурĕ 332 ача çÿрет.
Лагерьсен ĕçне 21 кунлăх йĕркеленĕ. Вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе Энтриялĕнчи пуçламăш шкул-ача садне кайса куртăмăр.
Эпир пынă чух ачасем беседкăра ларатчĕç, зарядка туса ĕшĕннĕ иккен вĕсем. Унтан хăй йĕркипе ирхи апата кĕчĕç. Пит тутлă çимĕçсем хатĕрленĕ ачасем валли: повидлăпа икерчĕ, сĕтпе хутăштарнă чей, бананĕ те пур. Ку енĕпе Т.Федорова поварпа ăна пулăшаканĕ Т.Шишолик тăрăшаççĕ, вĕсем кашни кун усăллă та техĕмлĕ апат пĕçереççĕ. Шкул ачисене кунне икĕ хут (ирхине тата кăнтăрла) апат çитереççĕ, ун валли ятарлă меню йĕркеленĕ: унта тĕрлĕрен салат, вĕри яшка, улма-çырла, пылак çимĕçсем кĕртнĕ. Шкул директорĕ Г.Григорьева каланă тăрăх, лагерьти ачасене çитерме 20,1 пин тенкĕ укçа уйăрнă, кунне вăл 60 тенке ларать (пĕлтĕр 55 тенкĕ пулнă). «Кăçал лагере 16 шкул ачи çÿрет, 1-4 класра вĕренекенсем, пĕлтĕр 18 пулнă. Шел те, ача шучĕ çултан çул чакса пырать», - пĕлтерчĕ Галина Анатольевна.
Шкул çумĕнчи кăнтăрла çÿремелли «Солнышко» лагерь экологи профилĕпе ĕçлет, унăн «Тăван ен экологийĕ» ятлă программи пур, календарлă ĕç планне хатĕрленĕ. Кун йĕрки тăрăх ачасем 8.30 сехет валли пыраççĕ, зарядка тăваççĕ. Ирхи апат хыççăн тĕрлĕрен пултарулăх ĕçĕсем, интереслĕ занятисем иртеççĕ, хаваслă спорт вăййисем йĕркелеççĕ, экскурсисене çÿреççĕ. Кăнтăрлахи апат çисен - харпăр хăй интересĕсем, ирĕклĕ кану. Лагерь ĕçĕ-хĕлне Н.Николаевапа Н.Алексеева воспитательсем йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсем каланă тăрăх, пĕрремĕш кунсенчех ачасем валли чылай мероприяти йĕркелесе ирттернĕ: илемлĕ çаран çине тухса тĕрлĕ ÿсен-тăрана сăнанă, çанталăка тĕпчесе «Çут çанталăк ахальтен пăлханмасть» ятлă диспут ирттернĕ, вăрмана серте татма кайса килнĕ, экскурсие тухса кĕнĕ, çут çанталăк материалĕсенчен тĕрлĕ теттесемпе япаласем ăсталанă, спорт вăййисем, хаваслă конкурссем йĕркеленĕ, илемлĕ плакатсем хатĕрленĕ, ÿкерчĕксем тунă. План тăрăх спортпа экологи уявĕ, викторинăсем, пĕчĕк концертсем, çул çÿревсем, ăмăртусемпе эстафетăсем, такмаксен конкурсĕ, инсценировкăсем йĕркелесе ирттермелле.
Ачасене лагере çÿреме килĕшет, вĕсене кунта интереслĕ. Çакна вĕсен хаваслă куллисенченех пĕлме пулать. «Вылятпăр, савăнатпăр, вăрмана çÿретпĕр, шыв хĕрне каятпăр. Тутлă апат çитереççĕ. Кашни кун хаваслă вăйăсем ирттереççĕ», - каласа парать хĕр ача.
Кунта шкул ачисене çут çанталăка юратма, ăна упрама, тăван тавралăха хисеплеме, уншăн тăрăшма хăнăхтараççĕ. Ялан сывă пулма, спортпа туслашма, сывлăха çирĕплетме вĕрентеççĕ. Воспитателĕсем хастар пулни, кăмăлтан ĕçлени те тÿрех курăнать. Эппин, ачасем сывă та ăслă пулччăр, лагерьти кану та вĕсемшĕн усăллă пултăр. Çакна пурнăçлама пур енлĕ майсем те пур. Ашшĕ-амăшĕ те унта ачасем канса сывлăха çирĕплетнипе кăмăллă.
Сисĕнмесĕрех çулла иртсе кайĕ, шкул парттисем хушшине вăй пухнă хăйсен тĕпренчĕкĕсем ларнине кам савăнса йышăнмĕ.