Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кавал тăрăхĕ пĕр каварлă пулсан...

Масарсене тирпейлĕ тытса тăрасси пирĕн, пурăнаканнисен, тивĕçĕ.

Çимĕк кунĕнче таса çăвана пырса кĕме пуриншĕн те кăмăллă. Çакна шута илсе ĕнтĕ эпир хамăрăн ял тăрăхĕнче иртнĕ кĕркуннех çак сăваплă вырăнсене йĕркелеме тытăнтăмăр. Çурхи шыв-шур вăхăчĕ иртсе кайсан ĕç малалла тăсăлчĕ - Пăвакасси, Çиçтĕпе, Чăрăшçырма, Кивĕ Вĕренер, Кавалăн кивĕ масарĕсенче 150 ытла çын вăй хучĕ. Виçĕ масара кĕрсе çÿремелли хапхасене юсаса сăрларĕç, карта тытрĕç, туалетсем вырнаçтарчĕç. Пур çын та харсăр пулчĕ. Çиçтĕпере ĕçе ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Ю.Патрова, С.Андреева тăрăшулăх кăтартрĕç. Юлия Ивановна икĕ кăмака вĕри кукăль пĕçерсе çынсене сăйларĕ. Ял старостисем В.Аввакумов, В.Павлов, Ю.Иванов, В.Горшков çынсене пуриншĕн те кирлĕ ĕçе явăçтарма пултарчĕç. Ял урамĕсене те тирпей-илем кĕртесси те ял халăхĕпе туслăн пулса пычĕ - çÿп-çап куписем куç умĕнчех çухалса пычĕç.

Пĕр сăмах: пĕрле пулсан - ĕç пырать ăнса...



10 июня 2011
00:00
Поделиться