Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăк çĕр хуçи

Пĕтĕм чунтан çĕр çинче ĕçлес текен çамрăксене патшалăх енчен хавхалантарса пыни вĕсен ĕçлес туртăмне татах та ÿстерет. Ахальтен каламан ĕнтĕ ЧР Президенчĕ М.Игнатьев 2011 çул валли Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче «Çамрăксене шанмалла!» тесе. Çапла çамрăксене шаннипе пĕрлех пулăшса пыни пысăк кăтартусем патне илсе çитеретех.

ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви çамрăк граждансем хушшинче республика бюджечĕн шучĕпе хăйсен ĕçне пуçарса яма пулăшакан грантсене çĕнтерсе илмелли конкурс ирттернĕ. Унта 31 çамрăк предприниматель хутшăннă, вĕсенчен 19-шĕ çак гранта тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕн районти икĕ каччă та пур.

Çĕр çинче тăрăшас кăмăл мĕн ачаран туртнă хăй патне Сашăна Вăрмар енĕ. Поселокра пурăннă-ха вăл, çапах та ашшĕ-амăшĕсем чăн-чăн ял çыннисем пулнăран кашни канмалли кунсенех Мăнçырмара ирттернĕ. Ял пурнăçĕ илĕртнĕрен Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренет. Çак вĕренÿ заведенине вĕренсе пĕтерсе тăван тăрăха таврăнса хăй специальноçĕпе ĕçлекен çамрăксем халĕ çукпа пĕрех. Ытларахăшĕн хуравĕ:«Ялта ĕç çук, юлмастпăр кунта». Александр Игнатьев вара пачах урăхла шухăшлать. Шухăшлать кăна мар, ĕçне тăвать. Халĕ «Игнатьев Александр Юрьевич» хресчен (фермер) ертÿçи. Вăл пирĕн районта 30 çула çитмен çамрăксем хушшинче коллективлă ферма хуçалăхĕ ертсе пыракан пĕртен-пĕр çын. Шухăшсем нумай унăн, анчах вĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Грант çĕнсе илмелли конкурса хутшăнса çак темăпа бизнес-план тăратнă вăл:«Мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетесси, сĕт туса илесси тата нумай çул хушши ÿсекен курăксем çитĕнтересси». Ахаль хутшăнман - 300 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çак сумма унăн нумай ĕмĕчĕсене вăя кĕртме пулăшатех ĕнтĕ. Чи пирвайхи тĕллевĕ Александрăн - ăратлă пăрусем туянса ĕнесем ĕрчетесси. Çак тĕллеве пурнăçлама вара Мăнçырмари фермăна арендăна илме тивет.

Паянхи кун çĕр лаптăкĕсенчи çĕр улмие гербицидсем сапать. 118 гектар çĕр çинче çĕр улми, кишĕр, тулă, урпа, люцерна çитĕнет. Пур ĕçе те хăйĕн çемйин вăйĕпе - ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе - тăвать вăл. Хальлĕхе 6 гектар çĕр кăна-ха А.Игнатьевăн харпăрлăхĕнче, ыттине Мăнçырма тата Чулкас ял тăрăхĕсенче арендăланă. Усă курмалли çĕр лаптăкне татах ÿстересшĕн вăл.

Çамрăклах çакăн пек вăйпа çĕкленсе ĕçлесен пысăк малашлăх кĕтессе шанас килет Александр Юрьевичран.



17 июня 2011
00:00
Поделиться