Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ача амăшĕсем тÿлевсĕр вĕренĕç

Ĕç рынокĕнче хĕрармăсене социаллă пулăшу парас тĕллевпе Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ЧР Министрсен кабинечĕн 2011 çулхи январĕн 27-мĕшĕнчи 21 номерлĕ постановленийĕпе йышăннă ĕç рынокĕнчи йывăр лару-тăрăва чакарас тĕллевлĕ Республикăри тĕллевлĕ программăн хушма мероприятийĕсене пурнăçлама пуçларĕ.

Çак программăпа килĕшÿллĕн çулталăк çурăран пуçласа виçĕ çула çитичченхи ачасене пăхакан, кăçал ĕçе тухас текен çамрăк аннесем ача пăхмалли отпуск вăхăтĕнчех çĕнĕ професси илме е професси ăсталăхĕн шайне ÿстерме пултараççĕ. Çĕнĕ программа тĕллевĕ – ĕç рынокĕнче хĕрарăмсен конкурентлăхне ÿстересси, пĕчĕк ачаллă çамрăк хĕрарăмсене ĕçе вырнаçтарасси, вĕсене професси тĕлĕшĕнчен ориентацилесси, тĕплĕнрех вĕрентесси, информаципе тивĕçтересси. Професси ăсталăхне ÿстерме ĕç параканпа ĕç хутшăнăвĕсемпе çыхăнура тăракан, профессисĕр ларакан, ача виçĕ çула çитиччен ĕçе тухма хатĕрленекен амăшĕсене яраççĕ. Çамрăк хĕрарăмсене тÿлевсĕр вĕрентни пысăк социаллă пĕлтерĕшлĕ.

Вĕсене тĕрлĕрен профессисемпе вĕрентеççĕ: кассир-сутуçă, 1С:Предприяти, официант-бармен, повар-кондитер, офис менеджерĕ, персонал суйлассипе ĕçлекен специалист, хут ĕçĕсене пурнăçлакан (делопроизводитель), маникюр тата педикюр тăвакан мастер, парикмахер, закройщик, котельнăйсем вырнаçтаракан оператор тата ыттисем те. Вăрмартах амăшĕсене повар, çĕвĕç, сутуçă, оператор, 1С:бухгалтери специальноçĕсемпе те вĕрентĕç.

Çакăн евĕр пулăшу ĕçе тухма хатĕрленекен хĕрарăмсене малтанхи е çĕнĕ ĕç вырăнне тухнă чухнехи йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Ĕç паракан та вара бюджет субсидийĕсем урлă хăйĕн ĕçченĕсен квалификацине ÿстерме пултарать. Предприятин çул укçипе, пурăнмаллипе çыхăннă тăкаксене ĕçпе тивĕçтерекен центр хăй саплаштарать, çамрăк анне вара вĕреннĕ хушăра стипенди илĕ.

Ĕç параканпа ĕç хутшăнăвĕсенче тăракан, кăçал ĕçе тухма хатĕрленекен амăшĕсен кадрсен пайне пымалла, кунта программăна хутшăнма заявка йĕркелесе ĕçпе тивĕçтерекен центра ярса памалла.

Виçĕ çула çитмен ачасене пăхакан, 2011 çулта ĕçе тухма хатĕрленекен хĕрарăмсем професси ăсталăхне ÿстересси пирки тĕплĕнрех Вăрмар районĕнчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта е çак телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултаратăр: 2-12-02.

Инвалидсем валли те ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ

ЧР Министрсен кабинечĕн 2011 çулхи январĕн 27-мĕшĕнчи 21 номерлĕ постановленийĕпе йышăннă ĕç рынокĕнчи йывăр лару-тăрăва чакармалли Республикăри тĕллевлĕ программăн хушма мероприятийĕсем пулăшнипе кăçал инвалидсене ĕçе вырнаçтарас майсем ÿсрĕç. Çак программăна ĕçлеме пултаракан 12 инвалида хутшăнтарма планланă. Предприятисемпе организацисен руководителĕсемпе ăнланса ĕçлемесĕр кунта май килмест паллах. Инвалид категорине кĕрекенсене пулăшмалла. Руководительсен ĕçе вырнаçасси пирки çыхăннă граждансене ĕçе илнĕ чухне экономика тупăшĕ çинчен мар, çак мероприятисен социаллă пĕлтерĕшĕ çинчен ытларах шутламалла. Ĕç вырăнĕсене тĕрлĕ хатĕрсемпе вырнаçтарассине çак программăна хутшăнма хатĕр, ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ тунă предприятисен хăйсен çине илмелле. Пĕр ĕç вырăнне ĕçпе тивĕçтерекен центр 50 пин тенкĕ таран компенсацилет. Çавăн пекех инвалидăн ĕç вырăнне хатĕрлемелли ятарлă оборудование туянмаллипе, ăна вырнаçтармаллипе çыхăннă тăкаксене те ĕçпе тивĕçтерекен центр хăйех саплаштарать. Çакăн йышши ĕç вырăнĕсем пирĕн районти предприятисенче йĕркеленсе пыраççĕ те ĕнтĕ. Акă вĕсем: «Иванов В.А.», «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи тата ыттисем те.

Субсиди шучĕпе ĕç паракансем начар куракан, суккăр çынсем валли туяннă ятарлă аудиопрограммăсен хакне саплаштарма пултараççĕ. Çак аудиопрограммăсемпе усă курса инвалидсем компьютерпа текст наборлама, Интернетра информаци тупма, электрон ещĕкĕпе усă курма, компакт-дисксем çыртарма та пултараççĕ. Çавăн пекех компьютер экранĕ çинчи информацие пысăклатса пăхмалли ятарлă программа туянма та. Начар илтекенсем валли сасăна вăйлатакан ятарлă аппаратура е ытти йышши хушма оборудовани илме укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Инвалидсен ĕç вырăнĕсене проектлассине, ятарлă оборудованипе тивĕçтерессине вĕсен профессине, реабилитаци программине шута илсе пурнăçлаççĕ.

2011 çулта ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатмалли çĕнĕ ен пурнăçа кĕрсе пырать. Ку вăл инвалид-ачасене пăхакан, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсене ĕçе вырнаçтарасси. Граждансен çак категорийĕ ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хатĕр ĕç вырăнĕсене вырнаçать, çав шутра килти условисенче те ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Çавăн пекех инвалид-ачана пăхакан, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе илсе вĕсен ĕç вырăнне ятарлă оборудованипе тивĕçтерме 50 пин тенкĕ параççĕ. Çакăн пек ашшĕ-амăшĕсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме кирек епле харпăрлăх формипе ĕçлекен ĕç параканпа та килĕшÿсем тума пулать. Паянхи куна виçĕ тата ытларах ача пăхакан 2 ашшĕ-амăшĕ «Светлана» тулли мар яваплă обществăна çĕвĕçе вырнаçма пултарать.

Çавăн пекех инвалидсем ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă Вăрмарти тĕп больницăна, Вăрмарти почтамта, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкула ĕçе вырнаçма пултараççĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен ЧР Патшалăх служби тата ЧР экономика аталанăвĕн министерстви инвалидсене вак бизнеса явăçтарас, кунта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес тата ЧР ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе 2011 çулта республика шайĕнче сусăр çынсем хушшинче хăйсене ĕçпе çыхăнтарассипе çыхăннă чи лайăх проект хатĕрлессипе конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Конкурсра ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр тесе регистрациленнĕ хăйсен ĕçне пуçарса ярас текен инвалидсем хутшăнма пултараççĕ. Хăйсене хăйсем ĕçпе çыхăнтарнă инвалидсен чи лайăх проекчĕсене суйласа илĕç. Унсăр пуçне çĕнтерÿçĕсене 5-шер пин тенкĕ укçа хушса тÿлеме палăртнă.



17 июня 2011
00:00
Поделиться